АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштаври йĕлтĕр чупăвĕнче

14 января 2013 г.

Январĕн 7-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи стадионта Раштав уявĕ ячĕпе районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Спорта юратакансем хутшăнчĕç унта. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.

Çанталăкĕ те лайăх пулчĕ вăл кун. Ятарласах спортсменсемшĕн тейĕн. Вăрмар районĕн спортсменĕсемпе тупăшма кÿршĕллĕ Тăвай районĕнчи Тăрмăшри йĕлтĕрçĕсем те килсе çитнĕ. Кашни ушкăнрах ăмăртусем питех те çивĕч пулчĕç.

1-4-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче С.Иванов (Энĕшпуç) çĕнтерчĕ. В.Иванов (Пинер) иккĕмĕш пулчĕ.

5-8-мĕш классем хушшинче те тупăшусем çивĕч иртрĕç. Малти вырăна В.Иванов (Энĕшпуç) тухрĕ. Д.Степанов (Тăрмăш) - иккĕмĕш, Н.Иванов (Пинер) виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Хĕр ачасенчен чи пултаруллисем В.Николаевăпа Л.Антипова (иккĕшĕ те Тăрмăшран) пулчĕç. Н.Егорова (Чупай) виççĕмĕш вырăна юлчĕ.

9-11-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем хушшинче республикăри ăмăртусен призерĕ С.Данилова (Кĕлкеш) уйрăмах лайăх результат кăтартрĕ, ыттисене чылай кая хăварчĕ. В.Кокова (Тăрмăш) - иккĕмĕш, А.Иванова (Энĕшпуç) виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Çак ушкăнри арçын ачасенчен М.Алексеев (Тăрмăш) çĕнтерчĕ. Н.Васильевпа (Энĕшпуç) Н.Артемьев (Чупай) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Çитĕнсе çитнисем хушшинче те тупăшусем интереслĕ иртрĕç.

20-29 çулсенчи спортсменсем хушшинче малти вырăна С.Иванов (Энĕшпуç), иккĕмĕшне С.Елаков (Чупай) тивĕçрĕç.

30-39 çулсенчи йĕлтĕрçĕсенчен малти призлă вырăнсене Н.Алексеев (Тăрмăш), Э.Мясников (Кивĕ Вăрмар), А.Голубев (Вăрмар поселокĕ) çĕнсе илчĕç.

40-49 çулсенчи арçынсем хушшинче те ăмăртусем çивĕч иртрĕç. Халичченхи пекех О.Мефодьев (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерчĕ. Ю.Захаровпа (Чупай) Г.Васильев (Хĕрлĕçыр) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

50-59 çулсенчи спортсменсенчен СССР спорт мастерĕ Н.Павлов (Чулкас) уйрăмах палăрчĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Г.Боредский (Пинер) - иккĕмĕш, В.Лукин (Тăрмăш) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

60-69 çулсенчи арçынсенчен Н.Андреевпа В.Васильев (иккĕшĕ те Вăрмар поселокĕнчен) - пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсенче.

70-79 çулсенчи ветерансенчен хисеп пьедесталĕн картлашкисем çине хăпарма Н.Павловпа В.Лирзай (иккĕшĕ те Вăрмар поселокĕнчен) тивĕçлĕ пулчĕç.

Пур çĕнтерÿçĕсемпе призерсем те район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе парнисене тивĕçрĕç.

Çакна палăртма кăмăллă: ăмăртăва хутшăнма Тăвай районĕнчи Тăрмăшран килнĕ спортсменсем хăйсен пултарулăхĕпе чăннипех те тĕлĕнтерчĕç. Кашниех призла вырăн çĕнсе илчĕ.

146 ача вĕренекен çак ялти шкулта физкультурăпа спорта аталантарассишĕн çине тăрса вăй хуни куç кĕретех. Çакăнта шкулти физкультура учителĕн Валерий Ильич Кузнецовăн тÿпи уйрăмах пысăк. Пирĕн вара вĕсенчен вĕренмелли нумай.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика