АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2013 çулхи асра юлнă самантсем

01 января 2014 г.

2013 çул пирĕн районшăн йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ пулин те нумай ырă ĕçпе палăрчĕ. Районти халăхăн пĕрлехи ĕçĕ самаях курăмлă пулчĕ.

- Вăрмар дзюдоисчĕсем республика шайĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартса малти вырăнсене йышăннă.

- Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула хута ярассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ акционерсен хупă обществи пур хăватпа ĕçлерĕ.

- Александр Юрьевич Игнатьев çамрăк хресчен (фермер) хуçалăх пуçлăхне ĕçне, пултарулăхне кура иртнĕ çул ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине парса тăнă.

- Кĕтеснер шкулĕ уçăлнăранпа 130 çул тултарнине савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă.

- Истори енĕпе регион шайĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 10 класра вĕренекен Э.Никифорова призерсен йышне кĕнĕ. Истори предметне Т.Муллина ертсе пырать.

- Беларусь Республикинчи Могилев хулинче хупă спорт залĕнче полиатлон енĕпе (унта тăватă енлĕ тупăшнă) Тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусенче Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿссе кунти шкултанах вĕренсе тухнă, Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти шкулĕнче ăсталăхне туптанă Раççей спорт мастерĕ Дмитрий Иванов çивĕч тупăшура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

- Иртнĕ çулхи Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче Вăрмар поселокĕнче Татьяна Петровна Иванова уйрăм çын предпринимателĕн «Татьяна» лавкки уçăлнă.

- Вăрмарти культурăпа кану çуртĕнче иртнĕ «Вăрмар пики - 2013» конкурсра Вăрмар поселокĕнчи Виктория Степанова çĕнтернĕ.

- Районта иртнĕ «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2013» конкурсра Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература предметне вĕрентекен И.Иванова çĕнтерсе «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2013» ята тивĕçнĕ.

- ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин ведомствăсем хушшинчи комисси пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх «Чăваш Енри чи хăтлă ял (хула) тăрăхĕ» республикăри конкурсра Энĕшпуç ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

- Июнĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта нумай енлĕ кĕрешÿ енĕпе иртнĕ Раççей чемпионачĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Пысăк Енккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенне, Лондонри Олимп вăййисен бронза призерĕн Т.Архиповăн пĕрремĕш тренерне Ю.Архипова РФ Спорт министрĕн В.Муткон Хушăвĕпе килĕшÿллĕн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

- Вăрмар районĕнчен паллă çынсем нумай тухнă. Вĕсенчен пĕри Саруй ялĕнче çуралса ÿснĕ Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Павел Порфирьевич Порфирьев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа тата паттăрлăхне чысласа унăн тăван ялĕнче, Саруйĕнче, Асăну хăми уçнă.

- Районсенчи тата республикăри шкулсем хушшинче «Салют, Çĕнтерÿ!» гражданла-патриотизмла акци иртнĕ. Унта пирĕн районти Н.А.Афанасьев ячĕллĕ Кĕлкеш шкулĕнче вĕренекенсем хутшăнса 1-мĕш вырăна тухса акцин Кубокне çĕнсе илнĕ.

- РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн Вăрмарти управленийĕнчи специалист-эксперчĕ Л.Максимова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Пенси фончĕн правленийĕн 2013 çулхи апрель уйăхĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн «РФ Пенси фончĕн отличникĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ.

- Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ П.Григорьевпа С.Александров 2013 çулта Мускаври Хĕрлĕ площадьре Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.

- Энтрияль ял тăрăхне кĕрекен Ыхраçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă поэта, прозаике, куçаруçăна, литература критикне, публициста, Анатолий Александрович Тимофеев-Ыхрана асăнса, тăван ялĕнче Асăну хăми уçнă.

- Вăрçă участникĕ, икĕ орденпа 11 медальлĕ, Культура министерствин Хисеп Кĕнекине кĕме тивĕçлĕ пулнă, РФ тата ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ Г.Моклаков баянист-композитор 90 çул тултарчĕ.

- Суд приставĕсен Федераллă службин Чăваш Республикинчи Управленийĕнче 2013 çулхи çур çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе ирттернĕ черетлĕ «Чи лайăх структура подразделенийĕ» конкурса хутшăнса пирĕн районти суд приставĕсен уйрăмĕ (начальникĕ Д.Игнатьев) виççĕмĕш вырăна тивĕçсе Чăваш Енри Управленийĕн дипломне тивĕçнĕ.

- ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн физкультурăпа спорт ĕçне аталантарас енĕпе пысăк тÿпе хывнăшăн, республикăри спорт юхăмĕ аталанма пуçланăранпа 90 çул çитнĕ ятпа пирĕн районти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне С.Архипова Тав çырăвĕ панă.

- Çурçĕр Ирландири Белфаст хулинче иртнĕ полици ĕçченĕсен Пĕтĕм тĕнчери вăййисене пирĕн ентеш С.Захарова хутшăнса çур марафон (21 км) тата 5 пин метрлă кросра чупса икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн «Чăваш Республикинчи ял халăхне медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа Кивĕ Вăрмар ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлса ĕçе тытăнчĕ.

- Кавалти рай по лавккинче «Акконд» акционерсен уçă обществин пылак çимĕçсен уйрăмĕ уçăлнă.

- Муниципаллă архивсен ĕç-хĕлне лайăхлатас, РФ архив фончĕн докуменчĕсене комплектлас, усă курас, упрас тĕллевпе малта пыракан технологисене вăя кĕртессипе Федераллă архив агентстви, Раççей историкĕсемпе архивисчĕсен обществи, Федераллă архив агентстви çумĕнчи Обществăлла канаш пĕрле чи лайăх муниципаллă архива палăртассипе ирттернĕ конкурса хутшăнса пирĕн район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕн пайĕн архив ĕçĕн секторĕн муниципаллă архивĕ чи лайăх муниципаллă архива палăртакан Пĕтĕм Раççейри конкурсăн участникĕн Дипломне тивĕçнĕ.

- Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче райпон çĕнĕ лавкки, Вăрмар поселокĕнче «Светлица» обществăлла апатланупа производство комплексĕ уçăлнă.

- 2013 çулта «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи апат-çимĕç блокĕсене модернизацилесси» программăпа килĕшÿллĕн Энĕшпуçĕнчи, Кивĕ Вăрмарти, Чупайĕнчи тата Чулкасри шкулсенче апат-çимĕç блокĕсене çĕнĕ техоборудованипе тивĕçтернĕ.

- Арапуçĕнчи информаципе культура центрĕнчи культорганизатор Мария Николаевна Кузьмина Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче иртнĕ «Теле-юрă» эстрада юррисен телевидени проектĕнче «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» диплома тивĕçнĕ.

- РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикин тĕп управленийĕнче «Атăлçи Федераллă округра 2013 çулта муниципалитетсем хушшинчи лайăх ĕçлекен пĕрлехи дежурпа диспетчер служби» конкурса хутшăнса Вăрмарти пĕрлехи дежурпа диспетчер служби иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ

- Мускавра Пĕтĕм Раççейри Курав центрĕнче «Ылтăн кĕркунне» ятпа Раççейри агропромышленноçĕн ХV куравне хутшăнса пирĕн районти «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО РФ ял хуçалăх министрĕ, Мускав мэрĕ алă пуснă Диплома тивĕçнĕ.

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн 2013 çулхи Указĕпе килĕшÿллĕн ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн пирĕн районти «Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи Виталий Николаевич Архипов тракториста «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

- Республикăра иртекен «Çулталăк çемйи - 2013» конкурса хутшăнса пирĕн районти Светлана Дмитриевнăпа Анатолий Юрьевич Хованскисен çемйи финала тухнă.

- Шывра ишессипе Чăваш Республикин чемпионачĕпе тата мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртусенче И.Голубев «Баттерфляй» енĕпе ишсе «ылтăн» ытти ишев енпе 3 бронза медаль çĕнсе илнĕ. О.Иванова 2 кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

- Атайккассинче çуралса ÿснĕ, Раççей Тĕнче класлă спорт мастерĕ Светлана Захарова Шупашкарти Олимп çулăмĕн çулĕ çинче унăн факелне мăнаçлăн йăтса чупнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА хатeрленe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика