АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2014 çул – Лаша çулталăкĕ

01 января 2014 г.

Çĕнĕ çул çынсемшĕн кун-çула ырă енне улăштармалли, вăрттăн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмелли чи ăнăçлă вăхăт.

Ăсчахсем палăртнă тăрăх çулталăк хÿтĕлевçине сума суса уява кĕтсе илекенсене кăна шăпа телей кÿрет-мĕн. Çавăнпа та кил-çурта капăрлатасси çинчен чи малтан шухăшламалла. Лаша – виçине пĕлекен, лăпкăлăха юратакан выльăх, вăл ытлашши çутта кăмăлламасть, çавăнпа та пÿлĕме йăмăхакан тĕссемпе илемлетме ан васкăр. Кăвак тата симĕс тĕссем вырăнлă. Сăмахран, сĕтел-пукан çине кăвак виткĕч сарăр, çурта лартăр. Ятарласа сăрланă лампа та сенкертерех çутă кÿрĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чухне килте йывăç япаласем пулмаллах, йывăç шăпах лашана çывăх. Хатĕрленÿ ĕçне пĕчĕккисене хутшăнтарăр. Вĕсем чÿрече çинче Хĕл Мучи тĕррине хаваспа ÿкерĕç, юр пĕрчисем касса кăларĕç. 2014 çул – Лаша çулталăкĕ. Лаша 1942, 1954, 1966, 1978, 1990, 2002, 2014 çулта çуралнисен символĕ. Вăл симĕс курăка юратать. Пÿрте чăрăш, хыр лăссисемпе илемлетме ан манăр. Вазăсене ешĕл петрушка, укроп, сельдерей, базилик лартса тухăр. Вăрăм черккесене вĕтĕ тăварпа капăрлатма пулать: савăт хĕррине лимон сĕткенĕпе е шывпа йĕпетĕр те тăвар ăшне чикĕр, вăл бокал çумне çыпăçĕ, юр евĕр курăнĕ. Çĕнĕ çулхи сĕтел çинче тутлă шăршăллă курăксем, пылак булкăсем, пирожнăй, сыр вырăнлă, кумыс пулсан тата лайăхрах. Лашан чи юратнă çимĕçĕ – сĕлĕ. Çĕнĕ çулхи апат тĕлĕшĕнчен, паллах, вăл вырăнсăр, çапах та сĕтел варрине Лашана хисеплесе сĕлĕрен хатĕрленĕ апат-çимĕç лартсан аван.

Çĕнĕ çула çемьепе тата çывăх çынсемпе кĕтсе илсен лайăхрах, мĕншĕн тесен лаша – кил ăшшине туякан çынсене çывăх.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика