28 декабря 2013 г.
Çĕнĕ çул умĕн Пинер ял тăрăхĕнчи ял администрацийĕпе «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă общество йĕркеленипе Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул спорт залĕнче волейболла выляс енĕпе районти уçă ăмăртусем иртрĕç. Куçса çÿрекен Кубока çĕнсе илес тĕлĕшпе тупăшăва 7 команда - Пинер, Арапуç, Кĕлкеш, Тикаш, Шăхаль, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен тата «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн команди хутшăнчĕç.
Командăсем пĕр хут кăна мар тĕрлĕ шайри турнирсене хутшăнса палăрнă, çавăнпах ĕнтĕ ăмăрту çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Кам вăйлăрах - çав çĕнтерет ĕнтĕ. Ку хутĕнче пĕрремĕш вырăна «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшсем - Шăхальсем пулчĕç, виççĕмĕш вырăна «Вăтам Энĕш» команди никама та памарĕ. Арапуçсем тăваттăмĕш вырăнта пулчĕç.
Спортпа туслă пулни ĕçре те çитĕнÿсем тума пулăшса пырать. Пинер команди малти вырăна тухаймарĕ пулсан та кунта кăçал çĕнĕ шкулăн спорт залĕ спорта юратакансене малашне çитĕнÿсем тума май туса парать.
Мала тухнă командăсем медальсемпе дипломсене, парнесене тивĕçрĕç.
Пинер тăрăхĕнче пурăнакансем яланах спортпа туслă пулнă. Олимп чемпионĕн Валериан Соколов боксер ятне районта кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Ытти спортсменсем те çитĕнÿсемпе палăрсах тăраççĕ. Çакă спортпа туслă аслă çынсем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пысăк тÿпе хывнăран та килет. Çитес çул чылай спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ШУЙСКИЙ