АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пилĕк авмасăр, тăрăшмасăр çитĕнÿ тăваймăн

28 декабря 2013 г.

Пилĕк авмасăр, тăрăшмасăр çитĕнÿ тăваймăн

«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин кантурне пырса кĕрсенех ку хуçалăх ура çинче çирĕппĕн тăнине туйса илетĕн. Стена çине çакса хунă нумай Дипломпа Хисеп грамоти, Тав çырăвĕ çакна лайăх çирĕплетсе параççĕ.

Производство кăтартăвĕсем çулранçул лайăхланса, калăпăшĕсем пысăкланса пыраççĕ. Кăçалхи кăтартусем те сулмаклă. Кунта халĕ чăхсем - 96,8, хурсем - 10,3, кăрккасем - 4,4 пин пуç шутланаççĕ. Пурĕ 3607 пин штук çăмарта туса илнĕ. Çав шутран чăх çăмартисем - 3,179, хур - 180, кăркка 248 пин штук. Кашни чăхран вунпĕр уйăхра 168 çăмарта илнĕ. Хурсем - 33, кăрккасем 44 çăмарта тунă. Патшалăха пурĕ 2475 пин çăмарта сутнă.

Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илес енĕпе хуçалăх районта чи малта пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи районти Акатуйра обществăна пĕрремĕш степеньлĕ диплом парса чыс турĕç. 2013 çулта патшалăха 5146 центнер аш-какай сутнă. Халăха 102 пин пуç чăх, 34 пин хур, 23 пин кăркка чĕппипе тивĕçтернĕ. Çак кăтартусем иртнĕ çулхинчен чылай лайăхрах. Тунă çитĕнÿсен çăл куçĕ - ферма ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнче. «Ĕç çынна илем кÿрет», - текен каларăша фермăра вăй хуракансем асра тытаççĕ. Акă, Галинăпа Юрий Войковсем бройлер çăмартисем туса илнĕ çĕрте нумайранпа тÿрĕ кăмăлпа, чунне парса ĕçлеççĕ, 10 пин ытла чăх пăхаççĕ. Хисеплеççĕ вĕсене коллективра, çак чыса хастар ĕçпе çĕнсе илнĕ. Талăкри бройлерсене пăхнă çĕрте Е.Николаева, С.Петров тăрăшулăх кăтартаççĕ. Çăмарта тăвакан чăхсене усранă çĕрте В.Григорьевăпа А.Герцен хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Л.Николаева кăрккасене юратса ÿстерет. Пурте вĕсем, тата ыттисем те производствăна аталантарассишĕн яваплăха туйса, чунне парса тăрăшаççĕ.

Кайăк-кĕшĕк валли кăçал 350 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ. Çак пархатарлă ĕçре С.Николаев, Н.Петров, Г.Судюков механизаторсем ырă тĕслĕх кăтартнă.

Кайăк-кĕшĕк йышĕ çулсерен ÿссе пынă май, вĕсене вырнаçтарма çĕнĕ витесем ытларах та ытларах кирлĕ. Çавна шута илсе кăçал хăйсен вăйĕпе пушă ларакан витене реконструкцилесе 26 пин бройлер чĕпписем вырнаçмалăх виçĕ яруслă вите туса хута янă.

Акционерлă обществăн усă куракан çĕр лаптăкĕ 2950 гектар, çав шутран сухаласа акаканни 2715 гектар. Киввăрмарсем çĕрпе туллин тата пĕлсе усă кураççĕ. Çанталăкăн кăçалхи кăткăс условийĕсенче 3550 тонна тĕш тырă туса илме пултарчĕç, кашни гектартан тухăç, 20,1 центнерпа танлашрĕ. Çитĕнтернĕ тыр пула кĕске вăхăтра тата пĕр тăкаксăр пухса кĕртессишĕн механизаторсем çине тăрса кĕрешрĕç. Пултаруллă механизатор, «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ В.Яковлев ACROS - 530 комбайнпа 1061 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕлерĕ. В.Алексеев «Енисей - 950» комбайнпа - 829, В.Васильев «Нива-СК-5» комбайнпа 370 тонна çапса илме пултарчĕç. Комбайнсем патĕнчен тырă турттарнă çĕрте КамАЗ автомашинăпа «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнĕ Н.Якимов тăрăшуллă пулнă.

Техника паркĕ те пуянлансах пырать. Кăçал çĕре кăпкалатмалли УДА-3,8 - 20 дискатор, КБМ-10.8 пс культиватор, утă тавăрса типĕтмелли RPŸ4, курăк çăнăхĕ авăртмалли АВН-0,65 агрегатсем туяннă.

Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте С.Николаевпа Н.Петров механизаторсем пуçарулăх кăтартнă.

Çитес çул валли пысăк тĕллевсем палăртрĕç кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсем. Пурĕ 6000 тонна тĕш тырă, 350 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ, 600 тонна аш-какай, 3840 пин çăмарта туса илмелле, халăха 200 пин хур, бройлер, кăркка чĕпписем сутмалла. Пĕтĕмĕшле тупăша 66 миллион та 100 пин тенке çитермелле.

Хальхи вăхăтра механизаторсем çур акине хутшăнакан техникăна уя тухма хатĕрлеççĕ. Вĕсене ĕçлеме лайăх условисем туса панă. Гаража çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Акмалли мĕн пур вăрлăх пĕрремĕш репродукциллĕ. Складсен заведующийĕ Т.Степанова ертсе пынипе О.Кудряшовпа С.Петров рабочисем тырă алланă çĕрте мĕн пур тăрăшулăхне параççĕ.

Çурхи ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1350 гектар çинче акса хăвармалла.

- Çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттересси - пирĕн тивĕç, - тет Николай Петрович. - Агротехникăлла мĕн пур мероприятисене вăхăтра пурнăçласа пырса хĕрÿ ĕççине эпир кашни çулах 10-12 кун хушшинче вĕçлеме тăрăшатпăр. Çитес çул тĕш тырă культурисене кашни гектартан 30 центнертан кая мар туса илесшĕн.

Çуркунне вара кунта çăмарта, чĕпсем туянма тĕрлĕ регионсенчен заявкăсем килме пуçлĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика