АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнир вăй илет

14 января 2013 г.

Районта пултаруллă спортсменсем пуçаруллă предпринимательсемпе фермерсен призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусемпе турнирсем йышлансах пыраççĕ. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан пĕртăван Анатолийпе Владимир Хованскисен призĕсене çĕнсе илессишĕн иртекен мини-футбол турнирне виççĕмĕш хут йĕркелерĕç.

Турнир пуçланас умĕн ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынăшăн, спорт мероприятийĕсем ирттерме активлă хутшăннăшăн Тав çырăвĕ парса чыс турĕ.

- Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас енĕпе предпринимательсем пуçарулăх кăтартни пире савăнтарать. Районта тĕрлĕ енĕпе спорт ăмăртăвĕсем тăтăшах йĕркелетпĕр. Вĕсене çамрăксем активлă хутшăнаççĕ. Паян акă, кăçалхипе виççĕмĕш хут, Хованскисен турнирне ирттеретпĕр, - терĕ Константин Владимирович.

Хăйсен сăмахĕсенче Анатолийпе Владимир Хованскисем турнира хутшăнакансем çулсерен нумайланса пыни, çĕнтерÿ-командăна пама ятарласа пысăк Кубок илни çинчен пĕлтерчĕç, ăмăртусем йĕркелеме пулăшнăшăн район администрацине тав турĕç.

Акă спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Пурĕ 14 команда, 170 спортсмен. Халичченхи çулсемпе танлаштарсан икĕ хут ытларах.

Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Вылякан командăсем пĕрин хыççăн тепри улшăнсах тăраççĕ. Спорт çуртĕнчи зал кунĕпех шăв-шавпа кĕрлесе тăчĕ. Акă турнир вăййисене пĕтĕмлетме те вăхăт çитрĕ. Çĕнтерÿçĕ-команда ята ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди тивĕçрĕ. «Дина» команда иккĕмĕш вырăнта. «Ветеран» тата «Супер» командăсем виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене пайларĕç. Çĕнтерÿçĕ команда куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕ. Ăмăртăва хутшăннă кашни командăнах парнесем парса хавхалантарчĕ.

Ăмăртусем вĕçленнĕ ятпа спортсменсене райадминистрацин физкультурăпа спорт секторĕн пуçлăхĕ Л.Агапова саламларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика