АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсен вăхăтĕнче тимлĕхе çухатмалла мар

28 декабря 2013 г.

ЧР Правительствин Председателĕ И.Моторин республикăн, федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Правительство членĕсем Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене мĕнле хатĕрленнине сÿтсе явнă. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов пĕлтернĕ тăрăх - Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен вăхăтĕнчи утренниксене, концертсене, тĕрлĕ акцие республикăри 187 пин ытла ача хутшăнать.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 2013 çулхи декабрĕн 25-30-мĕшĕсенче ачасем валли Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çĕнĕ çул елки 4 хут иртет. Хĕллехи каникул кунĕсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем, шкулсенчи спорт залĕсем, хушма пĕлÿ паракан учрежденисем, вулавăшсемпе музейсем, катоксемпе стадионсем, йĕлтĕр трассисем ĕçлĕç. Вĕренÿ учрежденийĕсенче сывлăха çирĕплетмелли, пултарулăха ÿстермелли мероприятисем, конкурссем, уçă сывлăшра вăйăсем йĕркелеме пăхнă.

И. Моторин Çĕнĕ çул тата Раштав вăхăтĕнче граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе тимлĕ пулмаллине палăртнă.

ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Петров Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсен вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли мерăсем çинчен пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх - кашни çулах январĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче пушарсен шучĕ, çынсем вилесси 1,5-2 хут ÿсет. Тĕслĕхрен: 2012 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи январĕн 10-мĕшĕччен 51 пушар тухнă, вут-çулăмра 7 çын вилнĕ. В.Петров Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче профилактика ĕçне тивĕçлипе йĕркелени инкек-синкекрен хăтăлма пулăшнине каланă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.Львова

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика