АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк вĕçĕ - ыйтусем тĕрлĕ

28 декабря 2013 г.

Декабрĕн 25-мĕшĕнче Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври 31-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ май тĕрлĕ ыйтусене уçăмлăх кĕртмеллисем те сахал мар, çавăнпа та вĕсене сÿтсе явасси питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Лару ĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, администрацин пайсен начальникĕсемпе сектор заведующийĕсем, район прокурорĕ, хула, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăннă.

Ăна район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков уçнă. Чи малтанах 8 ыйту пăхса тухма палăртнă пулсан, район администрацийĕн пуçлăхĕ сĕнÿ тăратнипе кун йĕркине 9-мĕш - закупка сферинче ĕçлекен уполномоченнăй орган йĕркелесси çинчен - ыйту тăратнă. Кун йĕркине йышăннă хыççăн депутатсем умра тăракан ыйтусене сÿтсе явма тытăнчĕç. «Вăрмар районĕн 2013 çулхи бюджечĕ тата 2014, 2015 çулсенче туса ирттермелли планланă бюджет» ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова тухса калаçрĕ. Бюджетăн хушма ÿсĕмĕ 6 млн тенкĕ ытла пулнине палăртрĕ. Иккĕмĕш ыйту Вăрмар районĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилессипе çыхăннă програмлă план (программа) тавра пулчĕ. Унпа райадминистрацин юридици пайĕн начальникĕ А.Васильев паллаштарчĕ.

Çак кунсенчен район администрацийĕн структуринче улшăнусем пулса иртеççĕ. Кун пирки депутатсемпе ларăва хутшăнакансене райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕн пай начальникĕ Н.Павлов паллаштарчĕ. Хăш-пĕр улшăнусем пулсан та штат йышĕ ÿсмессине палăртрĕ вăл. Тепĕр ыйтăва - район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 2014 çулхи ĕç планĕпе те вăлах паллаштарчĕ. Вăрмар районĕнчи сывлăх сыхлавĕн лару-тăрăвĕпе районти больницăн тĕп врачĕ В.Кириллов паллаштарчĕ. Çак ыйту тавра хĕрÿ калаçу пулчĕ, Вячеслав Николаевича депутатсем нумай ыйтусем пачĕç. Çынсене чăнах та сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăру пăшăрхантарать. Çавăнпа та çакăн тавра çыхăннă ыйтусене район хаçачĕ урлă уçăмлатма кирлине те палăртрĕç. В.Кириллов тĕп врача кун пирки хаçатăн çитес çулхи номерĕсенче çутатма ыйтрăмăр. Депутатсен ларăвĕнче хускатнă ытти ыйтусем муниципаллă пурлăхпа çыхăнчĕç. Вĕсем тĕлĕшпе те депутатсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç. Спортри çитĕнÿсем спортсменсенчен кăна мар, ăна аталантарассине пысăк тÿпе хывнинчен те килет. Ку тĕлĕшпе райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов, «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов сахал мар ĕçлеççĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин «Урожай» спорт обществин Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.

Лару вĕçленнĕ май район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пур депутата та иртсе каякан çулта пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн тав турĕç. Çывхарса килекен Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсемпе саламларĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика