14 января 2013 г.
2012 çулхи декабрĕн 22-23-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта республика шайĕнче республика шайĕнче дзюдо енĕпе кĕрешессипе турнир иртнĕ. Унта хăйсен пултарулăхне Шупашкар, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисенчи, Мари республикинчи спортсменсем кăтартнă.
Вăрмар дзюдоисчĕсем хăйсем пултаруллине кăтартса малти вырăнсене йышăннă. 36 килограмм таякан хĕр ачасем хушшинче Е.Сергеева пĕрремĕш, çак виçери арçын ачасем хушшинче виççĕмĕш вырăна Д.Тимофеев йышăннă.
50 килограмм таякан тата ытларах виçери спортсменсем хушшинче К.Петров - виççĕмĕш, С.Федотов - пĕрремĕш, Е.Орлов иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пурте вĕсем Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренеççĕ, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнче ăсталăхне туптаççĕ. Вĕсене спортра ăнăçусем тума Л.Уливанов тренер пулăшса пырать.