14 января 2013 г.
Лондонра иртнĕ XXX Олимп вăййисене Чăваш Енрен 5 спортсмен хутшăннă.
Елена Наговицына, Кристина Савицкая пьедестал çине хăпараймарĕç пулин те вĕсене палăртса хăвармалла. Ирина Калентьева маутинбайкра тĕрлĕ кăлтăк сиксе тухнине пула финиша тăваттăмĕш çитрĕ. Альбина Майоровăн та мала тухма тÿр килмерĕ. Карăкçырмара çуралса ÿснĕ Татьяна Архипова (Петрова) марафон дистанцийĕнче чупрĕ. Татьяна Кени спортсменкисенчен юлмасăр финиша виççĕмĕш çитни, бронза медаль çĕнсе илни Чăваш Еншĕн калама çук пысăк савăнăç пулчĕ. Ун хыççăн Паралимпиада старт илчĕ. Мари Элта çуралса ÿснĕ, каярахпа Шупашкара пурăнма куçнă, несĕлĕсем Карăкçырмаран тухнă Елена Иванова Лондонри XIV Паралимп вăййисенче виçĕ «ылтăн» çĕнсе илни республикăмăр чысне çĕклерĕ. Ку таранччен Паралимпиадăран чăваш спортсменĕсем ылтăн медальпе таврăнни пулман. Елена Иванован çитĕнĕвĕсем халăх асĕнче чылайлăха юлĕç. Тĕрĕссипе, вăл халĕ Свиридова хушаматлă. Пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче Елена Паралимп вăййисенче «бронза» çĕнсе илчĕ, Новочеркаскра çуралса ÿснĕ Владимир Свиридова качча тухрĕ. Мăшăрĕ урăх хуларан пулин те Елена Чăваш Ен чысне, мелашне те хÿтĕлеме шантарнă.