14 января 2013 г.
Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ иртнĕ канмалли кунсенче ял çумĕнче «Энĕшпуçĕнчи хĕлле – 2013» авторалли мероприятине ирттерчĕ.
Январĕн 5-мĕшĕнче ирхине ирех Энĕшпуç ялĕ çумĕнчи уйра республикăри районсемпе хуласенчен автомашинăсемпе тракторсем пуçтарăнчĕç. Ăмăртăва малти приводлă, хыçалти приводлă, начар çулсемпе çÿрекен (внедорожник) машинăсемпе çÿрекен водительсемпе трактористсем хутшăнчĕç. Пĕтĕмĕшле экипажсен шучĕ 25-рен те иртрĕç. Ăмăрту трасси - 1,8 километр. Транспорт хатĕрĕсен 5 çаврăм çаврăнса чупмалла. Тракторсемпе чупса ăмăртассипе МТЗ-82 тракторпа Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Энĕшпуçĕнче пурăнакан А.Николаев пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăн Пысăк Енккассинчен килсе çитнĕ В.Сергеева тивĕçрĕ. Виççĕмĕшне Энĕшпуçĕнчи Н.Григорьев тухрĕ. Хыçалти приводлă машинăсемпе чупассипе А.Сергеевпа Р.Степанов пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Ирĕклĕ класра Энĕшпуçĕнчи Ю.Иванов çĕнтерчĕ. Малти приводлă машинăсемпе чупассипе пĕрремĕш вырăна Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем тухрĕç, иккĕмĕш вырăна Энĕшпуçĕнчи П.Прокопьевпа С.Тимофеев йышăнчĕç. Тулли приводлă машинăсемпе ăмăртса малти пур вырăна та Шупашкарсем тухрĕç.