14 января 2013 г.
Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнче пирĕн районта спортпа сывлăх декади иртрĕ. Чи малтанхи ăмăртусем А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче январĕн 4-мĕшĕнче пуçланчĕç. Çак кун тренерсем Спортăн пĕтĕмĕшле тĕсĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: турник çинче туртăнчĕç, пĕр вырăнтан инçене сикрĕç, чупса ăмăртрĕç...
Ăмăртăва Вăрмар поселокĕнчи, Пысăк Енккассинчи, Мăнçырмари, Кавалти, Чулкасри, Энĕшпуçĕнчи командăсем хутшăнчĕç, пĕтĕмпе - 86 çын. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе призсем парса чысларĕç.
Январĕн 5-мĕшĕнче республикăра Сывлăх кунĕ иртрĕ. Çак кун тĕрлĕ мероприятисене тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем, çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев мăшăрĕпе тата ывăлĕпе йĕлтĕрпе ярăннă çĕре хутшăннă. Чупу Ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕнче иртнĕ. Республика Пуçлăхĕпе пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине спортăн çак енне кăмăллакан 200 ытла çын тухнă.
Сывă пурнăç йĕркин уявне уçнă май М.Игнатьев Чăваш Ен те Пĕтĕм Раççейри спорт тата сывлăх вунă кунлăхне хастар хутшăннине пĕлтернĕ.
Чăн та çак кун пирĕн районта та сывлăхпа спортăн тĕрлĕ учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Уйрăммăн илсессĕн «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче тÿлевсĕрех бассейнра ишме, саунăра çăвăнма май пулчĕ. Çак майпа районта пурăнакансенчен чылай çын усă курма пултарчĕ. Анчах уйрăмах асра юлмалли О.Порфирьев уйрăм çын предприниматель призĕсене çĕнсе илессишĕн сĕтел çинче теннисла выляса мала тухассишĕн ирттернĕ турнир пулчĕ. Сăмах май, вăл улттăмĕш хут иртрĕ.
Ăмăртăва чаплă лару-тăрура уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов, «Илем» ФСК директорĕ О.Иванов тата, паллах, О.Порфирьев уйрăм çын предприниматель хутшăнчĕç. Александр Иванович О.Порфирьева район администрацийĕн Тав çырăвне панă май ĕçе те, канăва та йĕркелеме пултаракан предпринимательсен йышĕ çулсерен ÿссе пыни питĕ кăмăллă пулăм пулнине палăртрĕ. И.Алешин тренер-инструктор районта сĕтел çинче вылякан теннис спорчĕ анлах сарăлманнине палăртнă май, çак енĕпе ăмăрту кăçал чи малтан иртнине унăн малашлăхĕ курăмлă пулмалли пирки каларĕ. Турнира тĕрлĕ çулсенчи 26 спортсмен хутшăнчĕ. Тупăшу çивĕч иртрĕ, анчах, шел пулин те, малти пур вырăнсене те Куславккаран килнĕ спортсменсем йышăнчĕç. Пĕлтĕр финала тухнă Вăрмар теннисисчĕсен О.Порфирьевпа Г.Васильевăн 5-6-мĕш вырăнсемпе çырлахма тиврĕ. Уçă алăксен кунĕнче ирттерекен мероприятисене йĕркелесе пырас тĕлĕшпе «Илем» ФСКра ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствинчен республикăра шывра ишекенсен федерацийĕн председателĕ И.Воронов, Олимп резервĕсен спорт шкулĕн завучĕ С.Герасимов çитсе курчĕç.
Январĕн 5-мĕшĕнчех А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнче самбо тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те Сывлăх кунне активлă хутшăнчĕç. Н.Сейфуллин, Н.Таратин, И.Никитин тренерсен воспитанникĕсем хăйсен тĕп дисциплинисенче кăна мар, пĕтĕмĕшле спорт мелĕ енĕсемпе те пултарулăхне кăтартрĕç. 2003 çулта тата маларах çуралнă çамрăк спортсменсен пултарулăхĕ чăн-чăнах тыткăнларĕ. Черченкĕ хĕр ачасем, çирĕпленсе пыракан арçын ачасем районти спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывма пултарнине кăтартса пачĕç.
А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕн команди те çак кунах кÿршĕллĕ Çĕрпÿ районĕнчи «Асамат» командăпа мини-футбол енĕпе вăй виçрĕ. Вăрмарсен кĕçĕн тата вăтам çулсенчен йĕркеленĕ икĕ команди те «килте кам хуçа» пулнине кăтартса пачĕç, хăнасене парăнтарчĕç.
Унсăр пуçне ялсенче те тĕрлĕ ăмăртусем иртрĕç. Акă Кивĕ Вăрмарта ял тăрăхĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн юр çинче мини футболла выляса урам командисем хушшинче мала тухассишĕн Раштав турнирĕ иртнĕ. 1-мĕш вырăна Туçи, 2-мĕшне Виçпÿрт, 3-мĕшне Уйкас, 4-мĕшне Мерекасси урамĕсен командисем тухнă.