25 декабря 2013 г.
Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕ 1992 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм Тĕнчери инвалидсен кунĕ тесе йышăннине шута илсе Мăнçырма ялĕнчи Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕ çумĕнчи Вырсарни шкулне çÿрекенсен ушкăнĕ Аслă Чакри реабилитаци центрĕнчи ачасемпе тĕл пулу ирттерчĕ.
Вырсарни шкулĕн ертÿçи Наталья матушка (Наталья Петровна Ермолаева) патшалăх паянхи кун пурне те - сусăррисене те, çемьере çителĕксĕр пурăнакансене, тăлăха юлнисене те тимлĕх уйăрса тăнине палăртрĕ.
– Паянхи кун районта пурĕ 96 инвалид ача, - пĕлтерчĕ Халăха социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центрăн директорĕ Жанна Николаевна Дмитриева. Çакăн пек тĕл пулусем ирттерни ачасене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнине палăртрĕ. Центрта кÿршĕри Çĕрпÿ районĕнчи ачасем те пуррине пĕлтерчĕ вăл. Кунта вĕренÿпе кану вăхăчĕ тĕп вырăнта пулнине çирĕплетсе реабилитаци центрĕнчи ачасем «Çарăк» юмаха çĕнĕ самана майне лартса инсценировка кăтартнă, юрă-ташă хатĕрленĕ. Вырсарни шкулне çÿрекен ачасем те «Раççей çĕрĕ – Çветтуй çĕр» темăпа юрăсем юрларĕç. Раççей Конституцийĕ 20 çул çитни çинчен, Раççейĕн ялавĕ, туслăхпа мирлĕ пурнăç пирки тĕрлĕ юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç.
Тĕл пулу вăхăтĕнче ачасем пĕр-пĕринпе паллашса туслашрĕç, малашне те пĕрле мероприятисем ирттерме палăртрĕç. Чиркÿ настоятелĕ Леонид атте ачасене пурне те Çветтуй Ефросинья турăшне парнелесе пурнăçра çирĕп сывлăхлă, ăслă-тăнлă ÿссе çăлăнăç çулĕпе утма сунчĕ. Мероприятие вĕçленĕ май Наталья матушка хăй мĕн калассине юрăпа ăнлантарчĕ. «Кашни çын хăйĕн валли хăй пурнăç çулĕ суйласа илет», – терĕ вăл ачасене Иисус Христосăн заповечĕсемпе пурăнма сунса. Пурне те тутлă кучченеçсем валеçсе пачĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.СТЕПАНОВА