25 декабря 2013 г.
«Хĕрлĕ ялавра» пичетленнĕ «Кĕтрĕн... Кĕтсе илеймерĕн» новеллăна куççуль кăлараймасăр вулаймарăм. Ара, авторĕ Аниса Белова, салтак амăшĕн, салтак мăшăрĕн сăнарне, тĕрĕссипе каласан, кун-çулне питĕ ĕнентерÿллĕ, витĕмлĕ кăтартать те. Чăвашсем кун пек чух «куç тулли» тесе калаççĕ.
Пысăках та мар хайлавĕ, диалогсем - кĕскисем те, вăрăммисем те - çук кунта. Йăлăхтармалла тăсăлса кайнă предложенисем пачах та çук. Çапах та кĕскен çавăрттарса çырнă абзацсенче кашнинчех пысăк шухăшлă сăнлăх пурри сисĕнет. Вулатăн та - куç умне 1941-1945 çулсенчи хăрушă вăрçăн хаяр сăн-сăпачĕ тухса тăрать. Акă хĕрарăмăн мăшăрĕ - салтак. Сакăр ача ашшĕ. Шутласан, ун пеккине вăрçа илмелле те пулман ĕнтĕ. Çемьери икĕ ывăлĕн те салтак ячĕ тухнă вĕт. «... Тăшман çав тери хаяр пулсан та эпир çĕнтеретпĕрех... Ачасене лайăх пăхма тăрăш». Çирĕп ĕненÿ, тăшмана курайманлăх, ачисемшĕн кулянни - акă чăн паттăр салтакăн сăнарĕ. Автор чăваш хĕрарăмĕн шухăш-кăмăлне, ĕмĕтне, кулленхи ĕç-хĕлне мăшăрĕпе ывăлĕсен çырăвĕсем урлă чуна витермелле кăтартма пултарнă. Мăшăрĕ вăрçă хирĕнче çухални пирки илнĕ хыпар сывлăхне хавшатнă пулин те вăл йăлтах хуçăлса ÿкмен, ачисемшĕн тăрăшмаллине, çĕнтерÿшĕн ĕçлемеллине нихăçан та манман. «... Анчах санăн чĕрÿ çав-çавах вăрттăн макăрать, савнă мăшăрна кĕтет. Эсĕ çаплах уй хапхи еннелле пăхатăн, каллех çул çине тинкеретĕн...»
Çак хайлавра халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене аса илтерекен сыпăксем пур. «Ирсĕр тăшман! Кураймастăп эпĕ сана, çĕлен-калтана! Ылханатăп!.. Чыссăр ĕçÿсемшĕн сана нихăçан та каçару пулмĕ!». Вăрçă вăхăтĕнчи юрă-сăвăра кун пек йĕркесем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Вĕсене питлев сăмахĕсем теме пулать. Питлевпе усă курни хайлав интонацине содержание кура йĕркелеме пулăшать. Çавăнпа ĕнтĕ новеллăна вуланăçемĕн тăшман ĕçĕсем ирсĕртен те ирсĕррĕн курăнаççĕ. Акă тата ашшĕсĕр тăрса юлнă хĕрача хÿхлевĕ. Ăна та халăх юрри тĕслĕхĕпе кăтартнă.
А.Белова новеллине амăшне халалланине пĕлтерет. Ку чăнах та çапла. Çапах та эпĕ тата анлăрах каласшăн: çак произведении, ан тив, вăл пысăках та ан пултăр, иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче тертпе нуша курнă пин-пин хĕрарăм - мăшăрĕ, амăшĕ, хĕрупраç, пĕчĕк ача - шăпине кăтартать. Хайлаври кашни сăмах, кашни предложени куççуль витĕр çырăннине туятăн.
Автор произведенине В.Алендей ячĕллĕ конкурса сĕннĕ. Эпĕ çак шухăшпа пĕтĕмпех килĕшетĕп: тивĕçлĕ вăл конкурсшăн, унтан ытларах - конкурсра çĕнтерме те тивĕçлĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.СКВОРЦОВ