АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвалидсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле

25 декабря 2013 г.

Район администрацийĕн ларусен залĕнче координаци канашлăвĕ иртнĕ.

Канашлура «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккуна пирĕн районта еплерех пурнăçа кĕртсе пырассине сÿтсе явнă. Ăна координаци канашĕн председателĕ – райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Д.Иванов ертсе пынă. Канашлăва ĕçлекенсен йышĕ 35 çынран пуçласа 100 çын таранччен ĕçлеттерекен районти 10 организаци руководителĕ хутшăннă. Саккунпа килĕшÿллĕн районта инвалидсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес ĕç еплерех пынипе Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центрăн директорĕ В.Нестеров каласа панă. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕ А.Егорова организаци руководителĕсене инвалидсене ĕçе илмелли квотăсене, ятарлă ĕç вырăнĕсене йĕркелемелли сведенисене еплерех хатĕрлемелли пирки ăнлантарса панă. Районти организацисен ертÿçисене инвалидсене квота шучĕпе ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме, вĕсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, уйăхсерен халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрмарти центра çак енĕпе ĕç мĕнлерех пынине вăхăтра пĕлтерсе тăма хушнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика