25 декабря 2013 г.
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 121 (10148)-мĕш номерте).
Каç пулнă тĕле икĕ санитар стройран тухнă. Вăл вара хăй вăрçă хирĕнче пулăшу панă тата аманнă 22 салтака хĕç-пăшалĕпе пĕр çапăçу хирĕнчен илсе тухнă».
Фронтовик калаçăва малалла тăсать: «1944 çулхи апрельте хамăр батальонпа Армянск хулине ирĕке кăларма пулăшрăмăр. Пирĕн А.Самаркин командир кунта вилмеллех аманчĕ. Мана çак çапăçура аманнă офицерсемпе салтаксене пĕрремĕш пулăшу парса вăрçă хирĕнчен илсе тухнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăларĕç.
Пирĕн чаç нимĕç фашисчĕсене çĕмĕрсе-аркатса Иштунь, Николаевск, Кольчугин тата ытти хуласемпе ялсене илсе Бельбен шывĕ хĕррине çитсе тăчĕ. Тăшман Севастополь хулине парасшăн мар. Эпир танксене хирĕç кĕрешме ятарласа траншея чаврăмăр.
Кĕçех наступление кайрăмăр. Фашистсем каялла чакрĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн умра уйри тислĕк куписем пек выртса юлчĕç. Севастополь хулине 1944 çулхи май уйăхĕнче нимĕç фашисчĕсенчен каялла илтĕмĕр. Мана çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăларĕç.
Крымра нимĕç фашисчĕсене пĕтерсе тăкнă хыççăн пирĕн девизи çар техникипе пуянланчĕ. Акă, Ельня хулинчен Витебска, Смоленск хулине утатпăр. Салтаксем ура тупанĕсем шыçнипе çул çинчех йăвана-йăвана каятчĕç. Вĕсене лашасемпе турттарса Смоленск çывăхĕнчи пĕр лăпкă вырăна вырнаçтарчĕç.
Кайран Шауляй хулине ирĕке кăлартăмăр. Унтан Хĕвелтухăç Пруссине пырса кĕтĕмĕр. Балтика тинĕсĕ хĕрринчи Нойкурен хулине илтĕмĕр. Çав вăхăтра манăн санитар Н.Пинчевский ман пата пычĕ те: «Эпĕ паян вилетĕп пулĕ, темшĕн чунăм лăпкă мар», - терĕ. Эпĕ ăна: «Манран ан юл!», - тесе асăрхаттартăм. Кĕçех вăйлă çапăçу пуçланчĕ. Тăшман траншейăра çирĕп ларнă. Каçпа нимĕçсем каялла чакса шăпланчĕç. Çак вăхăтпа усă курса аманнисене пулăшу пама пуçларăмăр. Куратăп: канавра салтак выртать. Çурăмĕ çинче санитари сумкки. Çавăрса пăхатăп - Н.Пинчевский санитар. Вилнĕ. Çапла хăйĕн вилĕмне малтанах сиснĕ иккĕмĕш çынна куртăм.
1945 çулхи апрель уйăхĕнче Кенигсберг хулине илтĕмĕр. Мана I степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ тата «Кенигсберга илнĕшĕн» медаль пачĕç.
Апрель уйăхĕнче Висла шывĕ урлă каçрăмăр. Вăрçа Фриш-Нерунтра вĕçлерĕмĕр. Пирĕн дивизие, икĕ хут Хĕрлĕ Ялав орденĕ илме тивĕçнĕскере, II степеньлĕ Суворов орденĕ пачĕç».
Çапла, вăрçăн хăрушă та тумхахлă çулне чăннипех те паттăррăн утса тухнă стрелоксен 960-мĕш полкри 3-мĕш батальонри санитари службин командирĕ Николай Яковлевич. Кăнтăр, Кăнтăр Хĕвеланăç, тăваттăмĕш Украина, 3-мĕш Белоруси, 2-мĕш Прибалтика, Çурçĕр фронтсенче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, тăшмана хăй йăвине хăваланă. Пултаруллă фронтовика, медицина службин лейтенантне Н.Сапаркина Верховнăй Главнокомандующи, Совет Союзĕн Маршалĕ Сталин Перекоп, Севастополь, Шауляй хулисене тăшманран тасатас тĕлĕшпе хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Тав Çырăвĕ парса хавхалантарнă.
Вăрçа çĕнтерÿпе вĕçлесен фронтовик мирлĕ ĕçе пуçăнать. Ижевскри медицина институтне вĕренсе пĕтерет. Халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе тăрăшулăх кăтартать. Район больницин тĕп врачĕнче тата больницăри ытти яваплă дожноçсенче ĕçлет.
Вутра та çунман, шывра та путман хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Яковлевич Сапаркин çак кунсенче 95 çул тултарчĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.