АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйли кăна ÿсĕм тума пултарать

25 декабря 2013 г.

Вăйли кăна ÿсĕм тума пултарать

Вăрмар райповĕ аталану çулĕпе сулмаклăн утать. Çапла çирĕплетсе калама сăлтав çителĕклĕ. Кунта çулран-çул суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсене анлăлатса, производство хăватне ÿстерсе пыраççĕ. Паллах, хăй тĕллĕн нимĕн те пулмасть: палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме сахал мар вăй хумалла. Вăрмар райповĕн ĕçчен те туслă коллективĕ йывăрлăхсемпе ăнăçлă кĕрешет, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Кун пирки эпир райпо канашĕн председателĕнчен С.Харитоновран ыйтса пĕлтĕмĕр.

- Сергей Николаевич, сирĕн ĕçре халăх ыйтăвне пур енлĕн тивĕçтересси малти вырăнта пулса тăрать. Ку енĕпе эсир мĕнлерех ĕçсем туса ирттеретĕр?

- Ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерме, пурнăçне çăмăллатма тăрăшатпăр. Пĕчĕк ялсенчи тăкаклă лавккасене тытса тăни, тавар вăхăтра çитерни те çакнах çирĕплетет. Халăха, уйрăмах ватăсене, меллĕ пултăр, куллен кирлĕ таварсемшĕн темиçе çухрăма тухса утмалла ан пултăр тетпĕр. Çак лавккасен тăкакĕсене райпо йăлтах хăйĕн çине илет. Пысăк япаласем илсе килме заказсем йышăнатпăр, яла çитерсе пама тăрăшатпăр.

- Халăх ыйтăвне тивĕçтернипе пĕрлех кăçалхи çул строительство ĕçĕсем те чылай пурнăçларăр...

Кăçал çул строительствипе юсав ĕçĕсем чылай пурнăçланă, çĕнĕ оборудовани туяннă. 16 миллион ытларах тенкĕ тăкакланă. 2013 çулта поселокра райпон «Светлица» обществăлла апатлану комплексĕ хута кайрĕ. Унпа пĕрлех Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче райпон çĕнĕ лавкки уçăлчĕ. Кĕлкеш лавккине тĕпрен юсанă, поселокри «Органика», Кавалти лавккара «АККОНД» АУОн уйрăмне уçнă. Хĕрлĕçыр лавккинче юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Поселокри «Заря» лавккан иккĕмĕш хутĕнче реконструкци ĕçĕсем тунă. «Юность» кафере кухньăна пĕтĕмпех çĕнетнĕ, çĕнĕ йышши оборудовани туяннă. Универмаг çивиттин пĕр пйне çĕнĕрен витнĕ. «Органика» лавккара Етĕрнери аш-какай комбиначĕн продукцине сутмалли уйрăм уçнă.

Çитес çул пурнăçламалли ĕçсем, тĕллевсем татах та чылай. Пысăк Енккассинчи, поселокри «Спутник» райпо лавккисене тĕпрен юсамалла, Кивĕ Шулхан лавккине çут çанталăк газĕ кĕртмелле, Эçпепе ялĕнче çĕнĕ лавкка тумалла, поселокра ача-пăча валли кафе те уçас тĕллев лартнă. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществинче çăкăрпа булка изделийĕсем хатĕрлеме çĕнĕ лини хута ярасшăн. Унпа пĕрлех кунти цехсене те капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама та, малашлăхра райпон пур ял лавккисене çĕнетме палăртатпăр, пурлăхпа техника базине вăйлатсах пырассишĕн тăрăшатпăр.

- Райпон тĕп шăнăрĕ суту-илÿ шутланать. Кунти çитĕнÿсем еплерех?

- Райпо хуçалăхĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ: хатĕрлевпе, производствăпа пĕрлех суту-илÿ те пысăк вырăн йышăнать, тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Çак ĕçре хальхи вăхăтра пурĕ 140 çын тăрăшать. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ кăçалхи 11 уйăхра 237 миллион тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм - 107,3 процент. Ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ çак тапхăрта 151 миллион та 625 пин тенкĕ пулнă, ÿсĕм - 105 процент. Çав шутран 19 миллион та 924 пин тенкĕлĕх апат-çимĕç продукчĕсем йышăнаççĕ, çакă 106 процент ытларах. Кăçалхи 11 уйăхра пĕр çын пуçне 13 пин те 827 тенкĕлĕх тавар сутнă, ÿсĕм - 107,3 - процент. Поселокри «Заря», «Вăрмар», Чулкасри, Энĕшпуçĕнчи, Мăнçырмари «Новинка», Кавал лавккисенче тавар ытларах сутăннине палăртмалла. Кăçалхи 11 уйăхра райпон 19 лавккинче тавар çаврăнăшĕ лайăхланнă. Ку лавккасенчи оборудование çĕнетме, холодильниксемпе тивĕçтерме райпо чылай укçа-тенкĕ хывнă. Суту-илÿ ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - вырăнти халăха паха йышши таварпа тивĕçтересси.

Кăçалхи 11 уйăхра тавара кредит мелĕпе те чылай сутнă. Аякри ялсене те таварсемпе тивĕçтерсех тăраççĕ. Пăртас, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Чĕкету, Чăрăшçырма, Çĕнĕ Шулхан тата аякра вырнаçнă ытти ялсенче пурăнакансем çакăн пек пулăшу кÿнĕшĕн райпо ĕçне ырăпа палăртаççĕ. 2013 çулхи 11 уйăхра ветеринари аптекипе медицина аптеки халăха 6 миллон та 873 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ эмелсемпе тивĕçтернĕ, ÿсĕм - 105 процент.

- Суту-илÿпе пĕрлех производство аталанăвĕ те пĕлтерĕшлĕ.

- Райпо аталанăвĕнче производство курăмлă вырăн йышăнать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество продукци кăларассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Кунта тавар туса кăларассин калăпăшĕ 11 уйăхра 24 миллион тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм - 110 процент.

«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çăкăрпа булка изделийĕсем - 301,3, кондитер изделийĕсем - 44,3 тонна, пылак шыв 47304 декалитр туса кăларнă. Кунта вăй хуракан С.Гаврилова, Н.Ефремова çăкăр пĕçерекенсем, Н.Иванова, Л.Петрова кондитерсем, А.Иванова упаковщица тăрăшулăх кăтартаççĕ.

Продукци пахалăхне палăртакан республикăра çулсерен иртекен конкурссенче те «Вăрмарти çăкăр завочĕ» туса кăларакан апат-çимĕç пĕрре кăна мар малти вырăнсене тивĕçнĕ.

Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн тавар çаврăнăшĕ 11 уйăхра лайăх кăтартусемпе палăрнă. Унăн пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ - 41 миллион та 815 пин тенкĕпе танлашнă (114 процент ытларах). Кăçал «Юность» кафене çĕнетсе илемлетнĕ. Кунта апат-çимĕçе ирĕклĕ майпа туянма пулать, «Пицерия» ĕçлет.

– Хатĕрлев ĕçĕ еплерех пурнăçланса пырать сирĕн?

- «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçласа ял лавккисем суту-илÿсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе те тăрăшаççĕ. Кăçалхи 11 уйăхра хатĕрлев ĕçĕн çаврăнăшĕ 19 миллион та 924 пин тенкĕпе танлашнă. Çак вăхăтра халăхран аш-какай - 787, сĕт - 2844, çĕр улми - 517, пахча çимĕç - 512, кивĕ хут - 470, çĕтĕк 205 центнер пухнă.

Хатĕрлев ĕçĕн халăхшăн тепĕр тупăшлă пайĕ вăл - эмел курăкĕсем пухасси. Ку ĕçе вăй питтисем кăна мар, ватăсемпе ачасем те активлă хутшăнаççĕ, тăрăшакансем лайăх ĕçлесе илеççĕ.

Хальхи вăхăтра хатĕрлев енĕпе пур ял лавкки те ĕçлет. Ку енĕпе ĕçлекен лавккасемпе кашни çулах конкурссем ирттеретпĕр, çĕнтерÿçĕ суту-илÿ ĕçченĕсене чыслатпăр. Çавăн пекех эмел курăкĕ чи нумай пуçтарнă шкул ачисене те хавхалантаратпăр.

Пирĕн тĕллев - çамрăк ăрăвăн канăвне усăллă йĕркелесси, ăна укçа-тенкĕ ĕçлесе илме майсем туса парасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси.

Çапла, ÿсĕм ĕçе яваплăхпа тунинчен килет. Кунта аслисен опычĕ, вĕсем çамрăксене вĕрентсе, хавхалантарса пыни те пĕлтерĕшлĕ. Кунта ăрусен хушшинчи çыхăну çирĕп. Коллектив ĕçре те, канура та пĕрле. Сывă пурнăç йĕркине хисеплеççĕ, спортпа туслисен йышĕ пысăк. Чылай спорт ăмăртăвĕсене хутшăнатпăр.

Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен ÿсĕм пулатех. Эппин Вăрмар райповĕ малашлăхра та аталанса, тĕрекленсе пырасса шанатпăр. Райпо системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, потребкоопераци системинче вăй хуракансене, пайщиксене, пирĕнпе тачă çыхăнура ĕçлекенсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе саламлатăп, Çĕнĕ çулта çĕнĕ ÿсĕмсем, çемье ăшши, телей сунатăп.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика