25 декабря 2013 г.
К.НИКИТИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев кашни çулах Чăваш Патшалăх Канашне Çырупа тухать. Вăл республика аталанăвĕн çул-йĕрне палăртакан чи пĕлтерĕшлĕ документсенчен пĕри. Кунта ăнланмалла та тÿрĕ чĕлхепе çитĕнÿсене те, çитменлĕхсене те уççăн палăртнă. Патшалăх Канашĕн 17-мĕш сессийĕн ĕçне хутшăннă май унпа тÿрремĕнех тĕплĕн паллашма тÿр килчĕ. Çырура хускатнă ыйтусем питĕ калăпăшлă та пĕлтерĕшлĕ - экологи, промышленность, ял хуçалăх, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, спорт аталанăвĕ, демографи ыйтăвĕсем...
Михаил Васильевич 2013 çул çăмăлах килменнине, çапах пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă пулнине палăртрĕ. Пирĕн района çак сăмахсем тÿрремĕн пырса тивеççĕ. Малтанхи шăрăх, каярах йĕпе-сапа тăнă çанталăкра та Вăрмарсем ял хуçалăхĕнче çитĕнÿ тума пултарчĕç. Тĕш тырă, çĕр улми, хăмла туса илессипе эпир республикăра малтисен шутĕнче. Социаллă пурнăçпа экономика сферинче те каялла чакман. Вĕрентÿпе воспитани системинче те лайăх еннелле улшăнусем пулса пыраççĕ. Акă Пинерте пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул хута кайрĕ, Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тума пуçларăмăр. Сывлăх сыхлавне илес пулсассăн Кивĕ Вăрмарта çĕнĕ ФАП уçрăмăр, поселокри тата ялсем хушшинчи урамсенче çул тăвасси те пурнăçланса пырать, Çĕнĕ Кинчер – Вăтакас ялĕсем хушшипе çула туса пĕтертĕмĕр.
«Тăнăçлăха, килĕшĕве тата пĕр-пĕрне ăнланнине упраса пурăнса кăна эпир экономикăна аталантармалли, обществăн социаллă кăмăл-туйăмне лайăхлатмалли, çемьесенче вара сывă, ашшĕ-амăшĕ савăнса кĕтекен хаваслă ачасем çуралмалли майсем туса паратпăр!» - Çырăва çак сăмахсемпе вĕçлерĕ республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Çакна тĕпе хурса эпир хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех тăвăпăр.
Г.Ямуков, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Çырура ял хуçалăхне аталантарасси экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине, Чăваш Ен патшалăх пулăшăвне çĕр ĕçченĕсем патне тÿрремĕнех çитерес енĕпе Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕнине палăртнă. Патшалăх енчен кÿрекен пулăшу пирĕншĕн, çĕр ĕçченĕсемшĕн, пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çавăн пекех вăл Çырура çитес çултан пуçласа туянакан ял хуçалăх техникин хакĕн 15 процентне патшалăх субсидилеме пуçласси çинчен палăртнине каланă. Çавна май пирĕншĕн, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсемшĕн, çĕнĕ техникăпа пуянланма çăмăлрах пулĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"