25 декабря 2013 г.
Авалхи Олимп вăййисен тăван çĕршывĕн тĕп хулинчен октябрĕн 6-мĕшĕнче чĕртнĕ Олимп çулăмĕ Мускава çитнĕ хыççăн тепĕр куннех анлă çĕршыв тăрăх çула тухрĕ. Олимп çулăмне 2900 хула, ял витĕр паллă спортсменсем, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем, çамрăксем, пенсионерсем алăра йăтса чупма тытăнчĕç. 63 пин çухрăма тăсăлакан марафон çулăмĕн трассине 14 пин çын тухĕç. Пирĕн республикăран 33 çухрăма яхăн тăсăлакан дистанцие 161 спортпа туслă çын тухĕ. Çак шутра пирĕн ентеш - Атайкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Тĕнче класлă спорт мастерĕ Светлана Захарова.
- Светлана Владимировна, Сирĕн пур титулсене пирĕн хаçат страницисенче вырнаçтарса пĕтерсен ытти материалсем валли вырăн та хĕсĕк юлĕ пулĕ, çавăнпа та кĕскен кăна. Эсир ачалăхра спортпа туслашсан Олимп ăмăртăвĕсене хутшăнасса ĕненнĕ-и?
- Ача чухне пурин те пысăк та çутă ĕмĕт пур. Çÿл тÿпене пăхсан унта кашнин хăйĕн çăлтăрĕ пур теççĕ. Ĕмĕтленнĕ, анчах шутламан ун чухне XXVIII тата XXIX çуллахи Олимпиадăсене хутшăнасса. Тăрăшни, тренерсем пĕлсе те туллин пулăшни ăсталăха туптарĕç. Вĕсем çитĕнÿ патне илсе çитерчĕç.
- Эсир хăвăрăн спорт карьеринче пĕтĕмĕшле миçе пин çухрăм чупнине шутламан та ĕнтĕ. Олимп çулĕн дистанцийĕн пĕр тапхăрĕн 200 метрĕ вара вĕсемпе танлаштарсан сирĕншĕн мĕнлерех туйăмсем çуратаççĕ?
- Икĕ Олимп вăййисене хутшăннă май çакна кăна калама пултаратăп - пĕр япалана та пĕр шайра хаклама çук. Эпĕ хам тунă çитĕнÿсемпе мухтанатăп, çав хушăрах Сочири хĕллехи Олимпиадăна хутшăнакан пур спортсмена та пысăк çитĕнÿ тума сунатăп. Кашни медаль, çук - унта хутшăнни те - пирĕн çĕршывăн мăнаçлăхне кăтартать. Çавăнпа та Шупашкарти Олимп çулăмĕн çулĕ çинче унăн факелне мăнаçлăн йăтса чупса тухăп.
Источник: "Урмарская районная газета"