АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн «вичкĕн куçлă» пулмалла

14 января 2013 г.

Паян, 2013 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче, Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 291 çул çитрĕ. Пĕрремĕш Петĕрĕн 1722 çулхи январĕн 13-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ патшалăх институчĕ - прокуратура - ĕçлеме пуçланă. Император шухăшĕпе вăл патшалăх аппарачĕн ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесе тăракан институт пулмалла пулнă. Каярахпа вара Раççей патшалăх влаç органĕсем саккун тăвакан акчĕсемпе килĕшÿллĕн прокуратура органĕсене патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе учрежденисем, организацисем саккуна еплерех пăхăннине тĕрĕслесе тăмалли полномочисем панă. Çапла вара прокуратура органĕсен саккунлăха çирĕплетес ĕçри пĕлтерĕшне кура РФ Президенчĕн 29.12.1995 çулхи «Раççей Федерацийĕнче Прокуратура ĕçченĕн кунне çирĕплетесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн РФ Прокуратура ĕçченĕн кунне январĕн 12-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Çавна май район прокуратурин ĕçченĕсем те çак паллă куна уявлама хатĕрленеççĕ. Иртнĕ çула еплерех кăтартусемпе вĕçлерĕç, пĕтĕмлетрĕç-ха вĕсем; Çак тĕллевпе пирĕн корреспондент Э.Михайлова район прокурорĕпе Е.Красновпа тĕл пулса калаçнă.

- Евгений Вячеславович, хăвăрăн профессиллĕ уява Эсир кăçал мĕнлерех кăтартусемпе кĕтсе илетĕр-ха?

- Район прокуратурин ĕçченĕсем профессиллĕ уява ĕçри аван кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Прокуратура органĕсен тĕп тивĕçĕ çыннăн тата гражданинăн прависене, ирĕкне, çавăн пекех обществăпа патшалăхăн интересĕсене саккунпа сыхлассине хÿтĕлесси, право хуралĕн органĕсен преступленисене хирĕç кĕрешессине координацилесе тăрасси. Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин тата Чăваш Республикин прокуратурин директивлă докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн 2012 çулта район прокуратури пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ĕç укçине тÿлемелли, ĕç сыхлавне, çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курмалли сферăсенчи граждансен прависене, предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕнчи субъектсен прависене хÿтĕлесси, право хуралĕн органĕсем коррупцие хирĕç кĕрешес ĕçе вăйлатса пырасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ çул эпир право сыхлавĕн тата контрольлекен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕсленĕ.

- Саккун йĕркине пăхăнманнипе çыхăннă мĕнле çитменлĕхсем ытларах тĕл пулаççĕ?

- 2012 çулта район прокуратури саккуна пăснă 968 тĕслĕх тупса палăртнă, 2011 çулта - 939. Саккуна пăснă çак тĕслĕхсене пĕтерес тĕллевпе район прокуратурин ĕçченĕсем тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çак тĕллевпе 204 право акчĕ пирки хирĕçлев, суда 2268 пин тенкĕлĕх 437 тавăç панă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсен ячĕпе 251 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн 213 çынна дисциплинарлă енĕпе явап тыттарнă. Саккуна пăснă тĕрлĕ тĕслĕхсене кура 74 çыннăн административлă явап тытма тивнĕ, прокуратура тĕрĕслевĕсем тăрăх 2 çын ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсене судпа айăпланă.

Район прокуратури суда тăратнă заявленисенчен нумайăшĕ граждансен социаллă прависене хÿтĕлессипе çыхăннă. Суда тăратнă 437 заявленирен 426-не граждансен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе тăратнă. Вĕсенчен 275-не 491 пин тенкĕлĕх ĕç укçине шыраса илме ЧР Вăрмар районĕн 1-мĕш номерлĕ суд участокĕн миравай судйине панă. Асăннă заявленисене миравай судья пăхса тухнă, тивĕçтернĕ.

Суд йышăнăвĕсене пурнăçласа районти предприятисемпе организацисен руководителĕсем хăйсен ĕçченĕсен умĕнчи парăма - ĕç укçине - тÿлесе татнă.

– Çынсен прависемпе интересĕсене хÿтĕленĕ май пуринчен ытла Сирĕн кулленхи ĕç право йĕркине сыхлакан органсемпе тачă çыхăнса тăрать. Мĕнлерех йĕркеленсе пыраççĕ-ха сирĕн службăсем хушшинчи çыхăнусем?

- Иртнĕ çул эпир, район прокуратурин ĕçченĕсем, оперативлă шырав, дознани, следствин малтанхи ĕçĕсене пурнăçлакан органсем саккуна еплерех пурнăçланине тĕрĕслесех тăтăмăр. Прокуратура йышăннă тивĕçлĕ мерăсене кура районти право йĕркине сыхлакан органсем коррупципе çыхăннă тата экономика тĕлĕшĕнчи преступленисене тупса палăртассипе, вĕсене пĕтерессипе ĕçлессине лайăхлатнине палăртмалла. 2012 çулта муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» тата «Цивильский» уйрăмĕсен сотрудникĕсем район территорийĕнче коррупципе çыхăннă 4 преступлени тупса палăртнă (вĕсен шутĕнче 2-шĕ РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» тата «Цивильский»уйрăмĕсенчи ГИБДД сотрудникĕсене сĕтев (взятка) пама тытăннипе çыхăннă). «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă экономика тĕлĕшĕнчи 4 преступление шута илнĕ. Çапах та çакăн евĕр преступленисем анлă сарăлнине кура çак сферăра право хуралĕн ĕçченĕсем çителĕксĕр ĕçлени палăрать. Çавна май 2013 çулта право йĕркине сыхлакан орган ĕçченĕсен коррупципе кĕрешес ĕçе координацилессине, должноçри преступленисене тата экономика сферинчи преступленисене тупса палăртассине ÿстерессипе мерăсем йышăнма палăртнă.

Вăрмар район тата миравай сучĕсем 2012 çулта 126 уголовлă ĕç пуçарнă. Пур уголовлă ĕçре те прокуратура ĕçченĕсем патшалăх айăплавĕпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех прокуратура ĕçченĕсем суд пăхса тухнă 107 гражданла ĕçе хутшăннă.

- Вăрмар район прокуратуринче ĕçлеме пуçлани Сирĕн кĕçех 3 çул çитет. Ĕçри çитĕнÿ, паллах, пĕр сăмахранах ăнланакан сотрудниксемпе ĕçленинчен нумай килет. Мĕн суннă пулăттăр Эсир хăвăрăн ĕçтешсене уяв кунĕнче?

 - Ĕçри çитĕнÿ ырă кăмăллă, хăйсен ĕçне чунтан, тухăçлă пурнăçлакан прокуратура ĕçченĕсенчен нумай килет. Акă вĕсем: район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов, район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров, район прокурорĕн пулăшуçи А.Филиппова, А.Максимова специалист, Д.Никулин водитель.

Раççей Федерацийĕн Прокуратура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе район прокуратурин ĕçченĕсене, Раççей прокуратура органĕсен ветеранĕсене Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 291 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм чĕререн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, юрату сунатăп. Малашне те пĕр-пĕринпе тÿрĕ кăмăлтан ĕçлесе пурăнмалла пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика