АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар корреспонденчĕ, çыравçă

14 января 2013 г.

Вăрмар районĕнче Аркадий Петров çыравçă, журналист ятне илтмен-пĕлмен çын çук та темелле. Хăй вăхăтĕнче вăл калăпланă статьясене вулакансем яланах хапăл туса йышăннă. Ку тĕлĕшрен унăн ĕçĕ-хĕлĕ чăн та нумай енлĕ: Аркадий Васильевич калавсемпе очерксем хайлать, кулăшла та шÿтлĕ мыскарасем, йĕплĕ те шăртлă фельетонсем çырать. Иртнĕ кун-çула аса илсе каласа памаллисем те тÿпемпех унăн.

А.Петров паллă вырăс писателĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарас енĕпе сахал мар вăй хунă, шкулта ĕçлекенсем валли методикăлла пособисем пичетлесе кăларнă. Чăвашгосиздат хăйĕн учитель библиотекинче 1961 çулта А.Петровăн «Чăваш чĕлхи синтаксисне вĕрентесси» ятлă методикăлла кăтартусен самаях пысăк калăплă кĕнекине пичетлесе кăларнă. Çак енĕпе ĕçлекенсем хăй вăхăтĕнче ăна пысăк хак панăччĕ.

А.Петров Эçпепе ялĕнче 1923 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкула Мухтав грамотипе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1937-1940 çулсенче Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Арапуçĕнчи, Çĕнĕ Вĕренерти шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Вăрçă пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. 1942-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра радист, минер пулса хаяр тăшманпа çапăçнă. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн нумай наградăсене тивĕçнĕ. Вăрçăран таврăнсан районти шкулсенче, çутĕç пайĕнче, республикăри Çутĕç министрĕн заместителĕнче вăй хунă. Запасри офицер политработник пулнă май А.Петров лейтенанта тепĕр хут Совет Çарне службăна илеççĕ. Ултă уйăх Уссурийск хулинче офицерсен курсĕнче пĕлĕве ÿстернĕ хыççăн Приморски Çар округĕн «Сталинский воин» хаçат редакцийĕнче корреспондент-организатор пулса ĕçлет. Унти служба хыççăн, тăван яла таврăнса, шкулсенче, тĕрлĕ редакцисенче тимлет, çав вăхăтрах обществăлла ĕçе активлăн хутшăнать. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корреспондентра тăрăшнă. 1991 çулта «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе «Василий Алендей ячĕллĕ преми лауреачĕ» ята тивĕçет. Çавăн пекех район хаçачĕн редакцийĕ Вăрмар чукун çул станцийĕ 100 çул, Раççей уголовнăй розыскĕ 75 çул тултарнине халалласа ЧР Шалти ĕçсен министерстви йĕркеленĕ конкурссен çĕнтерÿçи пулнă.

Пултаруллă журналист 1995 çулта Çĕрпÿ типографийĕн Вăрмарти филиалĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 50 çул çитнине халалласа «Манăçми çулсем» брошюра пичетлесе кăларчĕ. Унта вăл хамăр районти мухтавлă фронтовик-ентешсем, вăрçăра хăй курса-тÿссе ирттернĕ пулăмсем çинчен çырса кăтартнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕнче вăл районти «Çăлкуç» литература пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕн Президиум членĕ пулнипе пĕр вăхăтрах Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен районти комитечĕн председателĕ пулчĕ.

А.Петров Чăваш Писателĕсен союзĕн членĕ. 90 çула çитрĕ пулин те районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа тытакан тачă çыхăнăва пăрахмасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика