14 января 2013 г.
Кашни çул йăлана кĕнĕ йĕркепе январĕн 7-мĕшĕнче районти Культурăпа кану центрĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн Раштав елки иртет. Кăçал та Культура вучахĕ çак кун ачасен савăнăçлă сассипе тулчĕ. Хаваслă уява вĕренÿпе обществăлла ĕçре хастар, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă, тăлăх, çителĕксĕр пурнăçпа пурăнакан, ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасем хутшăннă.
Çĕнĕ 2013 çул тата Раштав уявĕсемпе ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров саламларĕç, пурне те çирĕп сывлăх, телей, вĕренÿре çитĕнÿсем тума сунчĕç. «Çулталăк символĕ» конкурс çĕнтерÿçисемпе призерĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç. Ачасем Çĕнĕ çул ячĕпе лартнă театрализациленĕ курава пăхса савăнчĕç. Уяв программинче Хĕл мучипе Юр пике тата юмахри ытти сăнарсем ачасене тĕрлĕ вăйăсем выляттарса савăнтарчĕç.
Раштав уявĕ симĕс чăрăш тавра алла-аллăн тытăнса çепĕç юрă çеммипе çаврăнмасăр, сăвă каламасăр, ташă ташламасăр иртмест. Çак уявра юмахсенчи сăнарсем евĕр капăр тумсем тумланнă ачасем симĕс чăрăш тавра çаврăнса чунтанах савăннă. Кашни ача район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Çĕнĕ çул парни илчĕ. Чи хитре костюмсем ăсталаса тăхăннисем те Хĕл Мучипе Юр пикерен парнесем тивĕçрĕç.
Савăнăçлă елка ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшĕсен кăмăлне те çĕклерĕ.