21 декабря 2013 г.

Районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем – РФ Президенчĕн Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвне тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсем.
Района ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Ушкăн йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, Суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ В.Петров, ЧР шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсен йышĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ И.Шумов, Патшалăх статистикин федераллă службин Чăваш Республикинчи территори органĕн руководителĕн заместителĕ Л.Егорова, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин вĕрентÿ сферинчи надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов пулнă.
Информкун шайĕнче ĕçлĕ тĕл пулусем Пысăк Енккасси, Аслă Чак, Энтрияль, Кавал, Кĕтеснер ял тăрăхĕсенче иртнĕ.
Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пулчĕç. Ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, шкул коллективĕсемпе тĕл пулнă май К.Никитин ял тăрăхĕнчи йышăнман çĕрсене регистрацилемелли пирки каларĕ. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн çырăвĕнче те асăннă. «... Çĕрĕн яланах хуçи пулмалла!» – тенĕ вăл унта.
Г.Чернова, Г.Васильев ялти шкул коллективĕ умĕнче сăмах илнĕ май РФ Президенчĕн В.Путинăн тата ЧР Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Çырăвĕсенчи тĕп шухăшĕсем çинче чарăнса тăчĕç.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансене шкул çумĕнче 3 çул тултарнă ачасем валли шкул çумĕнчи ушкăн, Карăкçырма ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçасси, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче шăл тухтăрĕн кабинетне çĕнĕрен ĕçлеттерсе ярасси тата ытти ыйтусем те кăсăклантарчĕç.
Аслă Чак ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе Суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ В.Петров, район пуçлăхĕ М.Пуклаков тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Информушкăн членĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Ивановпа пĕрле ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче (кунта нумай пулмасть кăна юсав ĕçĕсем ирттернĕ), уйрăм çын лавккинче пулчĕç, кунти лару-тăрупа паллашрĕç. Информкун ыйтăвĕсене вара Аслă Чакра вырнаçнă çул çитмен ачасен Вăрмарти социаллă реабилитаци центрĕнчи, ялти шкул коллективĕсем умĕнче сÿтсе яврĕç. Суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн начальникĕ В.Петров ытларах ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчи тĕп шухăшсене уçăмлатрĕ, вĕсене тĕслĕхсемпе çыхăнтарчĕ. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев чăваш чĕлхине, ял культурине упраса хăварасси пирки каланине çирĕплетсе В.Петров (хăй те тап-таса чăваш чĕлхипе калаçаканскер) çемьере ачасемпе чăвашла калаçмалли çинчен, диспансеризаци витĕр тухмаллине пурне те ăнлантарса памалли çинчен каларĕ. Арçынсем валли вырăнта ĕç вырăнĕсем туса памалли те çивĕч ыйту. «Ялта харпăр-хăй валли те пулин выльăх-чĕрлĕх усрама чарăнмалла мар», – тесе çирĕплетрĕ Валерьян Петрович.
Район пуçлăхĕ М.Пуклаков РФ Президенчĕн, ЧР Пуçлăхĕн Çырăвĕсене тишкернĕ май В.Путин «Раççейри çемье 3 ачаллă пулмалла», – тенине, М.Игнатьев «Республика Правительстви çемье институтне малашне те йĕркеллĕн тытса пырĕ, Чăваш Енре пурăнакансен пĕтĕмĕшле социаллă кăмăл-туйăмĕ çемьесем мĕнлерех çирĕп пулнинчен килет», – тесе пĕлтернине тĕпе хумалли çинчен каларĕ. Михаил Анатольевич паянхи кун патшалăх çынсене кÿрекен пулăшу программисемпе паллаштрачĕ, ку е вăл лару-тăрура еплерех пулмаллине ăнлантарчĕ. Информаци кунĕ шайĕнчи ĕçлĕ тĕл пулусем палăртнă ытти ял тăрăхĕсенче те тухăçлă иртрĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА, Э.МИХАЙЛОВА