18 декабря 2013 г.
.jpg)
Кĕçех хаяр та хăрушă вăрçăра нимĕç фашизмне аркатса тăкнăранпа 69 çул çитет. Вăхăт темĕн чухлĕ иртсессĕн те пĕр чĕптĕм куç хупман каçсемпе çĕрсем, çапăçури тата ĕçри чăтма çук пысăк йывăрлăхсем, тăванĕсемпе тантăш-пĕлĕше çухатни, сусăрланса юлнă çĕршер пин çын шăпи асран тухма пултараймаççĕ.
Хĕрлĕçырта çуралса ÿснĕ Николай Яковлевич Сапаркин (ÿкерчĕк çинче) ялти пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Тикашри вăтам шкулта пĕлĕве малалла ÿстерет. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт уй-хир бригадирĕнче вăй хурать. Ун хыççăн Çĕрпÿре вĕренсе фельдшер профессине алла илет.
«1939 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче пире, ялти вунпĕр каччăна, ял-йыш савăнăçлă лару-тăрура салтака ăсатса ячĕ. Малтан Чернигов хулине (Украина) лекрĕмĕр. Унтан пире тĕрлĕ çĕре уйăрса ячĕç», - аса илет Николай Яковлевич.
Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл службăра Кишиневра пулнă. Акă мĕн каласа пачĕ хăйĕн аса илĕвĕнче:
«1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине самолетсем кĕрленĕ сасă илтĕнсе кайрĕ. Унччен те пулмарĕ - танкодрома, аэродрома, Кишинев хулине бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Пирĕн истребитель тăшманăн пĕр самолетне персе антарчĕ. Çапла чăннипех вăрçă тухнине пĕлтĕмĕр. Офицерсем чаçе таврăнчĕç.
1941 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче хаяр çапăçăва кĕтĕмĕр. Румыни салтакĕсем Прут шывĕ патĕнче тапăнчĕç. Çав кун вĕсене, темиçе çĕр салтака, тыткăна илтĕмĕр. Анчах та пирĕн пилĕк танк каялла таврăнаймарĕ. Ун хыççăн Бессарабие тухса Котовский хулине нимĕçсенчен хÿтĕлерĕмĕр. Унтан хамăр дивизипе пĕрле Запорожец, Ровенки, Изюм, Барвеньково хулисене фашистсенчен хăтартăмăр. Çакăн хыççăн 21-мĕш танк полкне 4-мĕш гварди бригади ятне пачĕç. Мана 1175-мĕш стрелковăй полкри 3-мĕш батальона санитари взвочĕн командирне лартрĕç. Пĕррехинче пирĕн чаçĕн Дон юхан шывĕ урлă каçмаллаччĕ. Анчах кĕпере сывлăша сирпĕтнĕччĕ. Нимĕçсем пирĕн чаçе çавăрса ункăна илчĕç. Шăпах çавăн чухне амантрĕç мана. Пирĕн офицерсемпе салтаксем тыткăна лекрĕç. Мана нимĕçсем хăйсен штабне илсе кайрĕç.
- Комиссар! - çухăрса пăрахрĕ мана курсан вĕсенчен пĕри.
- Çук, эпĕ - врач, - тетĕп санитари сумкине кăтартса.
Ĕненмерĕç. Кĕçех ман пата аманнă хамăр салтака илсе килчĕç. «Пулăшу пар!» - теççĕ. Суранне бинтпа çыхрăм та: «Карошо», - терĕç. Июль уйăхĕччĕ, çанталăк шăрăхчĕ. Пире стройпа пĕр çурт патне илсе пычĕç. Унтах тараса пурччĕ. Салтаксем тарасаран ăсса шыв ĕçме пуçларĕç те нимĕç салтакĕ вĕсене нумай пăхса тăмарĕ - чылайăшне автоматран персе вĕлерчĕ. Кайран пире пĕр хутора илсе кайрĕç те пĕр колхоз пахчинчи çурта вырнаçтарчĕç. Ирхине мана тата тепĕр сакăр салтака пĕр пысăк çурта илсе пычĕç. Мана тĕрĕслеççĕ - врач е врач мар. Хамăра сыхлакан нимĕç салтакĕсенчен пĕри уйрăмах лайăхчĕ. Словарьпе усă курса калаçаттăм унпа.
- Сире лагере илсе каятпăр. Унта начар. Эсĕ суранланнă, лазарета лекме тăрăш. Сывă юлăн. Манăн аттепе анне - артистсем, Берлинра пурăнаççĕ, - тенĕччĕ вăл пĕррехинче.
Пĕр ирхине каллех строя тăратрĕç. Çĕçĕ е пиçиххи пуррипе çуккине, çавăн пекех пирĕн хушăра еврей çынни çук-и тесе тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Хутор çыннисем килĕсенчен пире валли çимелли пуçтарса килчĕç те, ăна салатса панă чухне каллех апат илсе килекен салтаксенчен чылайăшне персе пăрахрĕç. Мана унтан лазарета кайма хушрĕç. Çитрĕм больницăна. Коридорта суранланнă совет салтакĕсем улттăн выртаççĕ. Больница япалисене кунта пурăнакансем илсе кайнă-мĕн. Мĕн тумалла; Хамăн та суран ыратать. Ыттине те пулăшмалла. Кайран япаласене пĕтĕмпех пуçтартăмăр. Суранланнă салтаксен шучĕ 82 çитрĕ. Вĕсенчен йывăр аманнисем - 19-шĕ - вилчĕç. Тавтапуç ял халăхне. Кашни нимĕçсене систермесĕр хăйне килĕшекен салтака суйласа илсе çитерме пуçларĕç. Унтан хăйсем патне хваттере илсе кайрĕç. Эпĕ те пĕр карчăк патĕнче пурăнтăм. Вăл юмăç пăхатчĕ. Эпĕ те пĕррехинче чăтаймарăм, мана та юмăç пăхма ыйтрăм. Вăл турткаланса тăмасăрах килĕшрĕ. «Санăн нимĕçсене хирĕç вăрçма тивет. Анчах та эсĕ ку вăрçăра сывă юлатăн. Хăвăн тăванусемпе савăнса пурăнатăн», - терĕ.
Чăнах та, вăрçăн мĕнле кăна йывăр лару-тăрăвĕнче пулмарăм - пурпĕрех киле сывă таврăнтăм.
1943 çулхи январь уйăхĕн вĕçĕнче Веселăй хутортан нимĕçсене хăваласа ятăмăр.
Март уйăхĕн вĕçĕнче фронтра кăштах лăплану пулчĕ. Пирĕн полк Миус шывĕн сулахай енче оборона тытса тăчĕ. Çуркунне çулсем начарланчĕç. Çавна пула тылра ĕçлекенсем пирĕн полкри салтаксене çимеллипе тивĕçтерейместчĕç. Тапхăр-тапхăр унта-кунта артиллери вучĕ ялкăша-ялкăша илетчĕ, хăлхана аслати пек хăватлă сасă пырса кĕретчĕ. Çан-çурăма çÿçентерсе илетчĕ. Салтаксем аманатчĕç, вĕсене пулăшмаллаччĕ. Июлĕн 17-мĕшĕнче ирхине икĕ сехет çурă тупăсенчен пенĕ хыççăн полк наступление куçрĕ. Тăшман позицине илтĕмĕр - илтĕмĕрех. Малалла шăватпăр, фашистсем каялла чакаççĕ. Пирĕннисем çухату чылай тÿсрĕç. Аманнисем нумай. Вĕсене пулăшу парса вăрçă хирĕнчен илсе тухатпăр, санитари чаçне ăсататпăр. Мана салтаксене пулăшу панăшăн «Çарти хастарлăхшăн» медальпе наградăларĕç.
Горловка хули. Эпир çитнĕ çĕре вăл темиçе тĕлте вутра ялкăшатчĕ. Кăнтăр фрончĕн салтакĕсем тăшмансене хăваласа кăларчĕç.
Кунти хаяр çапăçусем çинчен Мускаври Çар издательствинче 1985 çулта тухнă С.Е.Куковенăн «Горловская дважды Краснознаменная» кĕнекере çакăн пек йĕркесем пур:
«Кунти хаяр çапăçусенче пур çарсемпе службăсен салтакĕсем те калама çук пысăк паттăрлăх кăтартнă. Çапăçăвăн малтанхи кунĕнче кăна тăшман персе тăнине пăхмасăрах Н.Стесимк связист 27 тĕлтен татнă çыхăнăва йĕркене кĕртнĕ. Стрелоксен 690-мĕш полкĕн виççĕмĕш батальонĕн санитари взвочĕн командирĕ, медицина службин лейтенанчĕ Н.Сапаркин аманнă салтаксене малтанхи пулăшу парассине тата вĕсене çапăçу хирĕнчен илсе тухассине лайăх йĕркеленĕ.
(Вĕçĕ çитес номерсенче).
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ, Раccей Журналисчeсен союзeн членe.