АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмарта – республикăри «Органика» лавккасен заведующийĕсем

18 декабря 2013 г.

Вăрмарта – республикăри «Органика» лавккасен заведующийĕсем

Иртнĕ кунсенче «Чăвашпотребсоюз» акционерсен уçă обществи пуçарнипе пирĕн районта республикăри «Органика» лавккасен заведующийĕсем семинар-канашлăва пухăнчĕç. Семинар-канашлу тĕллевĕ – пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашасси, ылмашăнасси, интереслентерекен ыйтусене пĕрле сÿтсе явасси пулчĕ.

Семинара хутшăнакансем чи малтанах нумай пулмасть кăна уçăлнă «Светлица» кафепе, унтан Кавал ялĕнчи райпо лавккипе, унти тавар ассортименчĕпе, сентябрь уйăхĕнче кăна лавккара уçăлнă «Акконд» АУО кондитер изделийĕсен уйрăмĕпе паллашрĕç. Ĕçтешсем сентре çинчи таварсен хакĕсемпе, вĕсене еплерех вырнаçтарнипе, канфет-печенисен ассортименчĕпе кăсăкланчĕç, канфетсене вĕсен ăшĕнче мĕн пурри туянакансемшĕн паллă пултăр тесе çурмалла касса хумалли çинчен каларĕç. Сутуçăсем палăртнă тăрăх кунта кондитер изделийĕсен уйрăмĕ уçăлнăранпа тавар çаврăнăшĕ 100 пин тенкĕ ытла ÿснĕ. Лавкка сутуçисем республикипе пуçтарăннă хăнасене «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество туса кăларакан пылак шыва ĕçсе пăхма сĕнчĕç. Хăнасем Вăрмар лимоначĕ уйрăмах тутлă пулнине палăртрĕç. Тухса çÿремелли ĕçлĕ семинар малалла Вăрмарти «Органика» лавккана пулчĕ. Ку вăл республикăра «Органика» лавккасен сечĕн чи пĕрремĕш уçăлнă лавккисенчен пĕри. Ăна 2012 çулхи апрель уйăхĕнче уçнă. Кунта йăлтах Чăваш Енре тавар туса кăларакансен продукцийĕ. «Органика» çĕнетнĕ лавкка уçăлнăранпа, малтан кунта вырнаçнă пулнă «Колосок» лавккапа танлаштарсан, кунта тавар çаврăнăшĕ 42 процент ÿсрĕ. Унăн çаврăнăшĕ уйăхсерен вăтамран 600 пин тенке яхăн.

Республика шайĕнче Вăрмарти «Органика» лавкка хăйĕн стандарчĕсемпе пур требованисене те тивĕçтерет. Çавăнпа та «Чăвашпотребсоюз» АУО йышăннипе семинар-канашлу шăпах Вăрмар районĕнче иртрĕ. Çавăн пекех ĕçлĕ çул çÿревре семинара хутшăнакансем поселок центрĕнче вырнаçнă райпон аптекине, ветеринари аптекине, «Заря» гастронома, «Йăлтах кил валли» хуçалăх таварĕсен лавккине кĕрсе курчĕç.

- Чăваш Енре тавар туса кăларакансене хăйсен продукцине тупăшлă майпа реализацилеме условисем туса парас енĕпе тата халăха вырăнти экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе юрăхлă хакпа тивĕçтерес тĕллевпе ЧР ял хуçалăхĕпе экономика аталанăвĕн министерствисем муниципаллă район, хула администрацийĕсемпе райпосем пĕрле республикăра «Органика» лавккасен сетьне йĕркелессипе ĕçлеççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика