АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕ тата çемье

18 декабря 2013 г.

Ача сачĕсемпе çемье хушшинчи хутшăнусене йĕркелес ĕç çăмăл мар. Ача сачĕн ĕçченĕсем çемьене пулăшма васкаççĕ. Уйрăмах ача садĕнче пулса иртекен уявсемпе тĕрлĕ мероприятисем ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем, ашшĕ-амăшĕсемпе воспитательсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетеççĕ. Ача садĕнче юлашкинчен пулса иртнĕ уявсенчен пĕри – Амăшĕн кунĕ.

Пирĕн «Колосок» ача садĕнче çак уява ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ку хутĕнче те уявра ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса амăшĕсене чунтан юратнине кăтартрĕç. Амăшĕсем валли ятарласа стена хаçачĕ кăларнă, унта ачасем хăйсен амăшĕсем çинчен çырнă сăмахсене тупма пулать. Мероприяти вĕçĕнче ачасем амăшĕсене парнесем пачĕç: хăйсем илемлетсе ÿкернĕ открыткăсем. Амăшĕсем çак парнешĕн питĕ савăнчĕç.

Çавăн пекех ачасемшĕн ашшĕсен тимлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи кун ытларах чухне ашшĕсем çемье тăрантараканĕсем, ачасене воспитани парасси амăшĕсем çине тиенет. Çавăнпа та ачасен ашшĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси ача сачĕн пурнăçĕнче тĕп енсенчен пĕри пулса тăрать. Ашшĕсене хăйсен ачисене ытларах ăнланма, юратма, хисеплеме вĕрентес, пултарулăхне аталантарас тĕллевпе эпир вĕсене тĕрлĕ мероприятисене явăçтаратпăр.

Нумаях пулмасть ача садĕнче «Хамăрпа юнашаррисене пулăшар» ятпа конкурс ирттертĕмĕр. Ашшĕсен кайăксем валли сырăшсем ăсталамалла пулчĕ. Арçынсем çак конкурса яваплăха туйса хутшăнчĕç. Ашшĕсемпе ачисем пĕрле тăрăшса хитре, меллĕ сырăшсем ăсталарĕç. Кайăксене те питĕ килĕшрĕç пулас - хаваспах кунта вĕçсе килсе апатланаççĕ вĕсем.

Паянхи кун тĕлне пирĕн ушкăнра айккинчен пăхса, сăнаса тăракан ашшĕ-амăшĕсем çук, пурте ача сачĕн пурнăçне активлă хутшăнаççĕ, ушкăнри пурнăçпа интересленсех тăраççĕ, хăйсен ачисене те ытларах ăнланма вĕренсе çитрĕç, вĕрентÿ процесĕнче те пулăшсах тăраççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Иванова, «Юмах» ушкaнaн воспитателe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика