18 декабря 2013 г.
Чукун çул урлă каçмалли вырăнта ан васкăр, асрăхануллă пулăр. Ку вăл транспорт хатĕрĕсене тытса пынă чухне чи кăткăс та яваплă самантсенчен пĕри. Аварисен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри вăл - автомобиль водителĕсен дисциплини кирлĕ шайра пулманни. Вĕсем чукун çул урлă каçмалли йĕркене пăхăнмаççĕ. Çакă вара аварисем патне илсе пырать. Çулпа транспорт инкекĕсенче автотранспорт кăна сиенленмест, вăл çавăн пекех чукун çулпа пыракан состава та линирен кăларса яма пултарать. 2013 çулхи 11 уйăхри оперативлă даннăйсем тăрăх чукун çул урлă каçмалли вырăнта пуйăссем автотранспортпа 2 хутчен, пĕлтĕр çак вăхăтра вара 1 çапăннă, 2 çын сиенленнĕ.
Пуйăса тăруках чарма çук. Инкек çинчен çийĕнчех пĕлтерсен те, пуйăсăн тормоз çулĕ 1000 метртан та ытларах иртет. Хăвăр пурнăçа упрăр, пуйăссене ирттерсе ярăр! Чукун çул урлă каçмалли вырăнта хăвăра тата пассажирсене, пуйăс çинчи çынсене хăрушлăха кĕртсе ан ÿкерĕр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Л.ВАСИЛЬЕВА, ГИБДД уйрaмeн инспекторe.