14 декабря 2013 г.

Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине республикăри общественность чыслăн палăртнă.
Тĕрлĕ ÿсĕмрисем,тĕрлĕ вырăнта ĕçленисемпе ĕçлекенсем Шупашкарти оперăпа балет театрне пухăннă. Историшĕн 20 çул кĕске тапхăр кăна, анчах çулсем иртнĕ май унăн пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать. Чăваш Республикин юстици министрĕ Н.Прокопьева çĕнĕ Раççейĕн çĕнĕ Конституцийĕ мĕнле тапхăрта çырăнса вăй илни çинчен каласа кăтартнă хыççăн Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Моторин сăмах илнĕ: «Конституци патшалăхăн, политика, экономика тата территори пĕрлехĕн право никĕсĕ пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Вăл - пирĕн пурнăç саккунĕ, тĕп гаранчĕ. Çак документра патшалăхра право никĕсĕ çырăннă...» Вăл çак паллă кун ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин Хисеп хучĕсем парса чысланă, тава тивĕçлĕ ят панисене çакна ĕнентерекен паллăпа наградăланă.
Çак савăнăçлă мероприятие пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă - район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, нумай çул хушши «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ Н.Васильев, Пинер шкулĕн директорĕ Г.Боредский, районти тĕп библиотекăн библиотекарĕ С.Щербакова. Конституци - çĕршывăн тыткăчи, çавăнпа та унăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Ăна йышăннăранпа 20 çул çитнĕ май районти шкулсемпе библиотекăсенче тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ, куравсем хатĕрленĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВ