АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашра «Лидер» уçăлнăранпа – 10 çул

14 декабря 2013 г.

Чăвашра «Лидер» уçăлнăранпа – 10 çул

«Лидер» суту-илÿ центрĕсен сечĕ Раççейĕпе, Чăваш Республикипе анлă сарăлнă. Пирĕн республикăра та Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, кашни районтах, Тăвай районĕсĕр пуçне, «Лидер» лавккасем халăха тĕрлĕ йышши çĕнĕ тавар сĕнеççĕ. Хальхи вăхăтра Вăрнар районĕнче çĕнĕ центр хута яма палăртаççĕ.

Чăвашра «Лидер» суту-илÿсечĕн пĕрремĕш центрĕ Канаш хулинче 2003 çулта уçăлнă, Вăрмар поселокĕнче – 2006 çулта. Кăçал вара, июнĕн 7-мĕшĕнче, поселок центрĕнче савăнăçлă лару-тăрура 2 хутлă тепĕр «Лидер» лавкки уçăлчĕ. Мĕн уçăлнăранпа кунтан халăх татăлма пĕлмест. Çамрăк сутуçăсем тавар туянакансене заводранах тиесе килнĕ çĕнĕ аудио, видеотехника, кулленех йăлара усă курмалли тĕрлĕ техника, сĕтел-пукан, электроника тата ыттине те ыттисенчен йÿнĕрех хакпа сĕнеççĕ. Район территорийĕнче пурăнакансене туяннă йывăр таякан таварсене киле тÿлевсĕрех çитерсе параççĕ. Çавăн пекех çынсем лавккара малтан суйласа хăварнă тавара киле çитерсе пама телефонпа шăнкăравласа та саккас пама пултараççĕ. Палăртса хăвармалла, республикăри пур «Лидер» суту-илÿ центрĕсенче те хаксем пĕр пекех. Тĕрлĕ техникăна кредит урлă, вăхăта тăсса (рассрочка) туянма пулать.

Вăрмарти «Лидер» суту-илÿ центрĕнче 6 сутуçă ĕçлет. Сутуçăсем кашниех çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Кунта вĕсен хăйсем сутакан техника çинчен туянакана йăлтах ăнлантарса памалла. Мĕн чухлĕ сутнинчен ĕç укçи те килет. Кунта ĕçлекен Игорь Сергеевич Федотов аслă сутуçă кăçал чи нумай тавар сутакан пулнă. Тавар сутассипе вăл Вăрмарти «Лидерта» кăна мар, «Лидер» суту-илÿ сечĕн чи лайăх сутуçи пулнине палăртмалла. Вăл çак ĕçре 2006 çултанпа, Вăрмар поселокĕнче «Лидерăн» пĕрремĕш лавкки уçăлнăранпа ĕçлет.

Декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăвашра «Лидерăн» пĕрремĕш суту-илÿ центрĕ Канаш хулинче уçăлнăранпа 10 çул çитет. Çавна май Вăрмарти «Лидер» та район çыннисене чăваш эстрада артисчĕсен савăнăçлă концертне йыхравлать. Çавăн пекех çак кун тавар туянакансем хушшинче парнесем выляттараççĕ, пур туянакана та парне параççĕ. Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне пурин те парнеллĕ пулма шанăç пур.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика