14 декабря 2013 г.
Шăнкăр-шăнкăр юхан шывсем, ешĕл улăхсем, тăрă та сенкер тÿпе, хĕрлĕ, кăвак, сарă чечексем. Питĕ илемлĕ-çке пирĕн çут çанталăк. Вăл пире хăйĕн илемĕпе савăнтарать, кăмăла çĕклет. Çав вăхăтрах çут çанталăк черчен, ăна суранлатма çăмăл. Эпир, çынсем, çут çанталăк илемне, пуянлăхне хăш чухне хаклама та пĕлместпĕр.
Тăван тавралăха упрасси, сыхласси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Кăçал Раççейре «Тавралăха упрамалли çулталăк» ячĕпе тĕрлĕ ĕçсем иртеççĕ. Çавна май эпир те, Карăкçырмари ача садне çÿрекенсем, ĕçченĕсем «Йывăç ларт тата ăна упра» акцие хутшăнтăмăр, ача сачĕн территорийĕн хĕррипе тĕмсем лартса хăвартăмăр. Хăйсен аллипе йывăç лартни, ĕçлени ачасемшĕн питĕ паха, çавăнпа та шăпăрлансем савăнса, тăрăшса пурнăçларĕç çак ĕçе. Мĕн пĕчĕкрен ачасене çут çанталăк илемне туйма, ăна чунтан юратма вĕрентетпĕр, хăнăхтаратпăр. Çут çанталăкри тĕрлĕ пулăмсене ачасене хăйсен ĕçĕсенче сăнлама вĕрентетпĕр. Ÿкерчĕксенче ачасем тăван тавралăха хăйсем ăнланнă тăрăх сăнлаççĕ. Пĕчĕкренех вĕсене çут çанталăка сыхламалли правилăсене вĕрентетпĕр, ăс-тăнне тĕрлĕ вăйăсенче аталантарма тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть ачасемпе «Тавралăха сыхлатпăр» темăпа мероприяти ирттертĕмĕр. Ачасем чĕр чунсем, ÿсен-тăрансем çинчен аса илчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç.
Республика шайĕнче «Çут çанталăк тата ачасем – çĕр чăмăрĕ çинче» ятпа конкурс иртрĕ. Пирĕн ача садне çÿрекенсем те унта хутшăнчĕç, хăйсен ĕçĕсене тăратрĕç. Пирĕн планета вăл – пирĕн кил. Хамăрăн килте йĕркесĕрлĕх тума юрамасть. Пирĕн планета вăл – пирĕн анне. Ăна кÿрентерме юрамасть. Пирĕн çĕр пуян та илемлĕ пултăр, çак çĕр çинче таса та тăрă шыв шăнкăртатса юхтăр, ÿсен-тăрансем ешерччĕр, çарансем чечекленччĕр, кайăксем юрлаччăр.
Источник: "Урмарская районная газета"