14 декабря 2013 г.
Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти наци библиотекин залĕнче Чăваш халăхĕн наукăпа искусство академийĕн отчетпа суйлавăн пысăк пухăвĕ иртнĕ.
Зала пуçтарăннă академиксем ун президенчĕн Е.Ерагинăн очетне сÿтсе явнă. Я.Зайцев, В.Николаев, Н.Иванов-Пархатар пирĕн академиксем те хутшăнчĕç кунта. Савăнăçлă пайĕнче малтанах хăш-пĕр Чăваш халăх академикĕсене Тав çырăвĕсем, Хисеп грамотисем, медальсем, орденсем парса чысланă. Вĕсем хушшинче Н.Иванов-Прахатар та пур. Атăлпа - Урал тăрăхĕнчи чи пысăк обществă деятелĕн, чи аслă тĕпчевçĕн, историк – этнографăн, чăвашсен «Хыпар» хаçатне пуçарса йĕркелесе яракан Николай Васильевич Никольский профессорăн (1878-1961) чыс сумлă орденне пирĕн ентешĕмĕр, халăх академикĕ Н.Иванов-Пархатар музыкăпа искусство, наука енĕпе паха та пысăк ĕçсем туса пынăшăн тивĕçрĕ. Çак ятпа залри академиксем ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Наградăна Чăваш халăх академийĕн президиумĕ пăхса тухса пама йышăннă. Академиксен пухăвĕ çĕнĕрен 11 çынран президиум, виçĕ çынран ревизипе комиссийĕн составне алă çĕклесе çирĕплетрĕç. Академийĕн çĕнĕ президенчĕ пулма Е.Ерагинах суйларĕç. Хамăр ентешĕмĕр Н.Иванов-Пархатара Н.Никольскин чыс сумлă орденне илнĕ ятпа чĕререн саламлатпăр, иксĕлми вăй-хал, вăрăм кун-çуллă, çирĕп сывлăх, малашне те ÿсĕм - çитĕнÿсем сунатпăр! Палăртма кăмăллă - «Хыпар» хаçатăн никĕслевçине Н.Никольский ячĕллĕ ордена пирĕн районтан чи малтан А.Зайцев тавра пĕлÿçĕ орденăн виçĕ степеньне те илнĕччĕ, халĕ вара ордена хамăрăн тепĕр ентеш тивĕçрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.Корытникова, районти тeп библиотека ecченe.