11 декабря 2013 г.
« ... Утсан-утсан Улăп ывăнчĕ те канма ларчĕ, тет. Çăпатине хывса ăшне тулса ларнă тăпрана силлерĕ,тет. Çапла пысăк тĕмеске пулчĕ, тет. Улăп çÿренĕ çĕрте çавăн пек сăртсем нумай юлнă. Вĕсене чăвашсем халĕ те Улăп тăвĕсем тесе калаççĕ...».
Халăх сăмахлăхĕнче Улăп сăнарĕ ырăпа кăна ÿкерĕнсе юлнă. Вăл хăй хыççăн килес ăрусем валли нумай кирлĕ ĕç пурнăçланă, тен, çавăнпах-и, халăхшăн тăрăшнă, унăн ирĕклĕхĕпе пĕр танлăхĕшĕн пурнăçĕсене шеллемен паттăрсене яланах Улăппа танлаштарнă. Инçе çула тухакансене ваттисем пиллесе: «Ырăпа çÿрĕр, Улăп йăхĕн ятне, хăвăрăн ятăра ан ярăр», – тенĕ.
Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Александров шкул хыççăнхи професси пĕлĕвне Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче илнĕ. Унтан Карели тăрăхĕнче ĕçленĕ. Йывăç-тĕм лартса пăхса ÿстересси унăн тивĕçĕ пулнă. Тăван тавралăхри вăрмансене Карелинчипе танлаштараймăн. Унта - вĕçĕ-хĕррисĕр тайга. Йывăçа касса тирпейлесси те промышленноç мелĕпе пулса пырать. Çавăнпа касни вырăнне çĕннине лартсах пымалла, пăхса ÿстермелле.
Пĕр кана ĕçлесен салтак ячĕ тухать. Хĕсметрен таврăнсан М.Александров Ленинградри вăрман хуçалăхĕн академине вĕренме кĕрет. 1969 çулхине унтан паркпа сад строительствин инженерĕн специальноçĕпе диплом илсе тухать. Ăсталăхпа палăрнăскере Нева хĕрринче хулана илемлетес ĕçпе тăрăшма сĕнеççĕ. Чăваш каччи килĕшет, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама пикенет. Ĕçĕ вара сахал мар, тата питĕ яваплă. Вăл тăрăшакан «Зеленстрой» паташалăх предприятийĕ 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа аса илтерекен вырăнсене тирпейлесе илемлетессипе ĕçлет. Çĕнтерÿ паркĕ, Ленинград блокадин симĕс çаврăмĕн Мухтав аллейи, Пискарев асăну масарĕн комплексĕ, Пулков паркĕ, урамсем, лапамсем...
Михаил Андреевич, ĕç карьерине мастер тивĕçĕсене пурнăçлассинчен пуçланăскер, 30 çул хушшинче хулари пысăк предприятин генеральнăй директорĕ таран ÿснĕ. Пирĕн ентеш ертсе пыракан «Зеленстрой» Санкт-Петербург хулинчи Никольски собор умне, «Филипп–Моррис–Ижора» завод таврашне уйрăмах илемлĕ тирпейленипе палăрнă. Вĕсем пăхса тăракан пур обьект та Раççейри чи хитре те хăтлă ята тивĕçнĕ. Унсăрăн епле–ха: Санкт–Петербург Раççейĕн иккĕмĕш тĕп хули-çке! Кунта тахăш çĕршывран та туристсем курма килеççĕ, архитектура тата ландшафт хăйнеевĕрлĕхĕпе, илĕртÿлĕхĕпе киленеççĕ те, тĕлĕнеççĕ те. Хулан чи илемлĕ çурчĕсем, паркĕсем, скверĕсем кĕнекесенче, кинофильмсенче сăнарланнă. Эппин, вĕсемпе пĕтĕм тĕнче паллашать. Яваплăх питĕ пысăккине туйса ĕçлеççĕ те пирĕн ентеш ертсе пыракан «Зеленстрой» ĕçченĕсем. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче курăк вăрлăхĕ акас енĕпе нумай çĕнĕлĕх кĕртсе тухăçлăха ÿстерме пултарнă, ĕç опычĕ вара Раççейĕпех сарăлнă. Предприяти Раççей Федерацин строительствăпа коммуналлă хуçалăх Комитечĕн пĕтĕмлетĕвĕсенче малти вырăна пĕрре мар йышăннă.
Çапла, Кавал ялĕнче çунат сарса вăй илнĕ М.Александров Санкт-Петербургра пурăнакан ытти 14 пин чăваш пекех ырă ятлă, сумлă-хисеплĕ. Ăна вăл ĕçне чунтан парăннипе, хула илемĕшĕн пур вăйран тăрăшнипе çирĕплетсе пырать.
Тăван тавралăха курма вăл çулсеренех килет. Кунта ачалăхпа çамрăклăх аса илĕвĕн авăрне путать. Вăрмар тăрăхĕ те çулсеренех чечекленсе пынине курса савăнать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН