АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Справка парасси – ĕç параканăн тивĕçĕ

11 декабря 2013 г.

РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ аса илтерет: 2013 çул пуçламăшĕнчен вăя кĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн ача амăшĕ пулма хатĕрленекен, ача çуратнă хĕрарăмсене паракан пособисене, ача çулталăк çурăна çитиччен уйăхсерен паракан укçа-тенкĕ виçине хĕрарăм ача çуратмалли отпуска каиччен 2 çул хушшинче ĕçлесе илнĕ суммăна çак тапхăрти календарьти кунсен шучĕ çине пайласа шутлаççĕ.

Çав вăхăтрах вăхăтлăх ĕçлеймен, ача çуратма хатĕрленмелли, çуратмалли, ачапа килте ларнă тапхăрти кунсене, РФ Социаллă страховани фондне страховой взноссем тÿлемен тапхăрти ĕçлемен кунсене шута илмеççĕ.

Çак шута илмен тапхăрсене Раççей Ĕçлев министерствин 30.04.2013 çулхи 182 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ справкăра кăтартаççĕ. Справкăна страхлавçăсен страхланнă çынна ĕçлеме чарăннă кун е ĕçлеме чарăнсан страхланнă çын заявлени çырнă хыççăн виçĕ ĕç кунĕ иртиччен памалла. Справкăра ĕçлеме чарăнас умĕн 2 çул маларах ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕ суммине, ытти тÿлевсемпе хавхалантарусене кăтартаççĕ е çулталăк маларах, хальхи ĕçлекен çулта ĕçлесе илнĕ ĕç укçине, ытти тÿлевсемпе хавхалантарусене кăтаратаççĕ.

Унсăр пуçне Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 62 статйипе килĕшÿллĕн ĕçлекен çыннăн заявленийĕ тăрăх ĕçпе тивĕçтерекенĕн заявлени çырса панă хыççăн 3 ĕç кунĕ иртиччен хăйĕн ĕçченне ĕçпе çыхăннă документсен копийĕсене (ĕçе илнĕ, урăх çĕре ĕçлеме куçарнă, ĕçрен кăларнă приказсен, ĕç укçи çинчен калакан справкăсен, обязательнăй пенси страхованийĕ валли шутласа панă, тÿленĕ страховани взносĕсен, ĕçпе тивĕçтерекен патĕнче ĕçленĕ тапхăр çинчен калакан справкăсен, ĕç кĕнекинчен çырса илнисене) памалла.

Çапла вара Раççей Федерацийĕн вăйра тăракан законодательствипе килĕшÿллĕн ĕçпе тивĕçтерекенĕн хăйĕн ĕçченне ятарлă справка памалла, страхланнă çыннăн вара страхлавçăран асăннă документа ыйтма право пур.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: РФ Социаллa страховани фончeн республикaри уйрaмeн пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика