АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăри ăшă тĕл пулу

11 декабря 2013 г.

Вăрмарти тĕп библиотекăра Пĕтĕм Тĕнчери инвалидсен кунне халалласа «Çын патне ăшăпа тата çепĕçлĕхпе» ятпа информаципе ыркăмăллăх акцийĕ иртрĕ.

Курма килнĕ хăнасем вулакансем хатĕрленĕ «Ырă алăсен ăсталăхĕ» куравпа паллашрĕç. Кунта Л.Григорьеван, Р.Смирнован хăйне евĕрлĕ тĕррисем, М.Николаеван вĕтĕ шăрçаран (бисертан) тунă чечеккисем, Е.Степанова хăй аллипе ăсталанă хĕр, хĕрарăмăн пуçа тăхăнмалли таврашĕсем (тухья, хушпу) тата кăкăр çине çакмалли илемлĕ япаласем, К.Николаеван тăмран тунă изделисем, В.Христофорован эрешлесе çыхнă салфеткăсем, тутăрсем тата ытти ал ĕç ăстисен ĕçĕсем. «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» организацин Чăваш Республикинчи обществăлла организацин Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Э.Борисова кăçал туса ирттернĕ ĕçсемпе «Хăвăн çулна ырăпа виçсе ил» электронлă презентаци урлă отчет туса пачĕ. Эмма Михайловна общество членĕсем район, республика шайĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсенче, музыка фестивалĕсенче активлă хутшăннине палăртрĕ.

Мероприятие хутшăнакансене Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăм начальникĕ В.Иванов квалификациллĕ консультацисем пачĕç. Поселок территорийĕнче пурăнакан инвалидсемпе туса ирттернĕ ĕçсем çинчен Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров тухса калаçрĕ. Çак тĕл пулу пирĕн хушăра тимлĕхпе пулăшăва кăна мар, пуринпе те тан обществăлла пурнăçа хутшăнма пултаракан çынсем пуррине аса илтермелли мероприяти пулнине палăртрĕç унта хутшăнакансем. Инвалидсен кунне уяв теме пулмасть паллах, çапах та ку вăл вăйлисен, çирĕпписен, пурнăçа хаклама пĕлекенсен кунĕ. «Постучала ночь в окошко» сăвăсен пуххин авторĕ Т.Дорофеева тĕл пулăва килнĕ кашни çынна хăйĕн кĕнекине парнелерĕ. Тĕп библиотекăн информаци уйрăмĕн заведующийĕ С.Щербакова «Тивĕçлĕ пурăнас тесен» ятпа хатĕрленĕ кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.

Вăрмарти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем мероприятие хутшăнакансемпе пĕрле чăвашла, вырăсла юрăсем шăрантарчĕç. Тĕл пулăва хутшăнакансем информаципе ыркăмăллăх акцине йĕркелеме пулăшнăшăн Вăрмар райповне, «Гермес», «Мария», «Влад», «Майя», «Электрон» тулли мар яваплă обществăсене, «Винтаж» уйрăм çын предпринимателе, «Татьяна», «Березка» лавккасене, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществине, Вăрмарти тĕп пасара ырă сăмахсем калаççĕ.

- ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн А.Самойловăн сăмахĕсем тăрăх - пирĕн республикăра 88 пин ытла инвалид, вĕсенчен 8 пине яхăн çынна реабилитаци хатĕрĕ кирлĕ.

Ку тĕлĕшпе вĕсене пулăшма Федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене кăçал 151,87 млн. тенкĕ укçа уйăрнă. Çак суммăпа пĕтĕмпех тĕллевлĕ усă курĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.БОРИСОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика