11 декабря 2013 г.

Эпир хамăр хаçат урлă республикăра «Чи лайăх обществăлла воспитатель» конкурс ирттерни çинчен пĕлтернĕччĕ. Пирĕн район чысне унта Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекен Зоя Даниловна Илларионова хÿтĕлеме тивĕç пулнă.
Кашни конкурс вăл - лотерея пекех, апла пулин те уйрăмлăхĕ пур - çĕнтерÿçĕ ятне чи тăрăшулли, пултарулли çĕнсе илет. Зоя Даниловна вĕрентекен, воспитатель пулмах çуралнă тени пĕрре те ÿстерсе калани мар. Вăл вĕрентнĕ, вĕрентекен ачасем пĕрре кăна мар район, республика тата çÿлерех шайра ирттерекен тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Ку хутĕнче вара вăл хăй те конкурса хутшăнса республикăри чи пултаруллă педагогсенчен пĕри пулнине çирĕплетсе пачĕ.
Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен Правительство комиссийĕ нумаях пулмасть çак конкурса пĕтĕмлетрĕ. Çĕнтерÿçĕсене темиçе номинацире палăртнă. «Ачасем патне ырă туртăмпа» номинацире пирĕн Зоя Даниловна çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Ентеш çитĕнĕвĕпе мухтанмалла, савăнмалла, анчах ку пĕрре те тĕлĕнмелле çитĕнÿ мар. Вуншар - вуншар çул хушши ачасене пĕтĕм чун ăшшине парса ĕçленĕ, ĕçлекен педагогран ăна лайăх пĕлекенсем çакăн пек çитĕнÿ тăвасса пĕрре те иккĕленмен.
Конкурсăн тĕллевĕ пирки те аса илтерер-ха. Хăйсен ĕçне пĕлсе те чунтан парса ĕçлекен обществăлла воспитательсене палăртса вĕсене малашнехи ĕçре пур енлĕ пулăшу парасси, вĕсен ят-сумне çĕклесси, çул çитмен ачасем хушшинче право йĕркине пăснă тĕслĕхсене чакарасси. Пултаруллă воспитательсене палăртнă май конкурс хăйĕн тĕллевне пурнăçларĕ тесе калас килет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Вaрмар район администрацийeн сайтeнчен