АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв пулмасан пурнăç çук

11 декабря 2013 г.

Шыв пулмасан пурнăç çук

Шывпа çыхăннă ку е вăл ыйтусем пурне те кăсăклантараççĕ, интереслентереççĕ. Пирĕн районта вара халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерессине «ВОДОКАНАЛ» тулли мар яваплă общество хăйĕн çине илнĕ. Мĕнлерех ĕçсем пурнăçласа пырать-ха, мĕнлерех вырăн йышăнать-ха çак организаци пирĕн районта; Ку е вăл ыйтусене эпир унăн ертÿçине – Юрий Григорьевич ИВАНОВА – çутатса пама ыйтрăмăр.

– Юрий Григорьевич, мĕнле пулăшу кÿрет-ха «Водоканал» организаци район çыннисене?

– Пирĕн организаци поселокра, Чулкасра пурăнакансене паха шывпа тивĕçтерессипе, район территорийĕнче, çав шутра ял тăрăхĕсенче те пухăнса пыракан ăпăр-тапăра пуçтарса тăрса ăна утилизацилессипе, шыв кĕртессипе, шыв пăрăхĕсене юсаса тăрассипе ĕçлет. 20 çынран тăракан коллективра кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Водительсем, трактористсем, слесарьсем, моторист, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакансем. Шывпа тивĕçтернисĕр, ăпăр-тапăра утилизациленисĕр пуçне эпир ытти тĕрлĕ ĕçсене хутшăнатпăр. Акă çуллахи вăхăтра поселокри урамсенчи курăксене çулса, поселок центрĕнчи чечексене шăварса çумласси, фонтана тытса тăрасси пирĕн çинче пулчĕ. Çавăн пекех кăçал Вăрмарти Кану паркне хăтлăх кĕртес ĕçрен те айккинче юлмарăмăр, паркра Молодежная урам енчен çĕнĕрен карта тытрăмăр. Хĕллехи вăхăтра районти организацисемпе ятарлă килĕшÿ туса вĕсен территорийĕсене юртан тасатса тăрассипе те ĕçлетпĕр. Акă тин кăна районти тĕп больницăпа çакăн пек килĕшÿ турăмăр.

– Епле пулсан та тĕп ĕç – халăха шывпа тивĕçтересси. Кăçал ку енĕпе лару-тăру еплерех йĕркеленсе пычĕ-ха?

– Пирĕн потребительсен йышĕ ÿссе пырать. Хальхи вăхăт тĕлне пирĕн организаци урлă 3 пине яхăн çын шывпа усă курать. Кăçал поселокри Комсомольски, Свердлов урамĕсенче пурăнакансем шывлă пулчĕç. Çавăн пекех эпир электроэнергие перекетлемелли программăна тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Çĕнĕ, Заводская урамсенчи пĕрер çурта шывпа тивĕçтерекен пăрăхсене çĕннисемпе улăштарнă. Ленин урамĕнчи скважина çуртне капиталлă юсав тунă. Чулкасри шыв пухăвĕ çывăхĕнче 400 метр тăршшĕ электричество провочĕсене (СИП), электрооборудованисене улăштарнă, сехетлĕ механизм вырнаçтарнă. Ку механизм шыв пăрăхĕсен сетĕнчи пусăма пĕр пек тытса тăрать. Çак ĕçсене туса ирттерни пирĕн организацие электроэнергие перекетлесе ĕçлеме май парать. Поселокри Крупская урамра хăпартнă 2 хутлă çурта шыв кĕртнĕ. Кăçал район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсен техникине çĕнетсех пымалла тесе каланине пурнăçласа, хамăрăн ĕçсене шута илсе çĕнĕ экскаватор-погрузчик туянтăмăр.

2012 çулта халăха 5 миллион та 858 тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ пулсан, кăçалхи çак вăхăт тĕлне 6 миллион та 850 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.

Пирĕн организаци çуртĕнчех «Йăлари каяшсене тасатакан сооруженисем» тулли мар яваплă общество вырнаçнă. Çак организаципе пĕрле ĕçлесе пыратпăр.

– Контейнерсенче пухăнакан ăпăр-тапăра вырнаçтарассипе йывăрлăхсем пур-и?

– Ку енĕпе йывăрлăхсем пур-ха. Пурнăç пĕр вырăнта тăманнине кура кулленех пухăнса пыракан ăпăр-тапăр калăпăшĕ те самай ÿссе пычĕ. 1990 çултанпа ăпăр-тапăр пухăнмалли нормăсем ÿсмен, 20 çул хушшинче вара ăпăр-тапăр пухăнасси чылай ÿсрĕ. Ял тăрăхĕсенче вырнаçтарнă контейнерсене пушатса тăрассипе кашни ял тăрăхĕпе пирĕн организаци килĕшÿ тунă. Ял тăрăхĕн администрацийĕсенчен ăпăр-тапăра тиесе каймалли çинчен заявка тăратаççĕ. Çавăн пекех поселокра уйрăм çуртсенче пурăнакансен те «Водоканал» общество урлă ăпăр-тапăра илсе тухмалли пирки килĕшÿ тумалла. Хальлĕхе поселокри уйрăм çуртсенче пурăнакансен çурри кăна çак килĕшĕве тунă. Пурин те çак килĕшĕве вăхăтра тăвасчĕ, район тасалăхĕшĕн тăрăшасчĕ.

– Юрий Григорьевич, «Водоканал» организацин ĕçĕ тÿрремĕнех халăхпа килĕштерсе ĕçленинчен нумай килет. Мĕн каланă, суннă пулăттăр Эсир район çыннисене малашне хăвăрăн организацин ĕçне лайăхлатса пырас тĕллевпе?

– Пирĕн организаци тĕпĕ-йĕрĕпе çынсене пахалăхлă пулăшу парассишĕн тăрăшать. Çавăнпа та çынсене пире ăнланса шывпа усă курнăшăн, ăпăр-тапăр тăкнăшăн парăмсене вăхăтра тÿлесе пымаллине асăрхаттаратпăр. Халăхран шывпа усă курнăшăн, ăпăр-тапăр тăкнăшăн илмелли парăм 1 миллион та 300 пин тенкĕрен те иртсе кайрĕ. Çавăн пекех районти предприятисемпе организацисен те шывшăн тÿлемелли парăм пур. Çĕнĕ Çула парăмсăр кĕтсе илесчĕ! Вăхăтра тÿлесе пырайманнине пула планланă ĕçсене пурнăçа кĕртме май килмест.

Меллĕ самантпа усă курса эпĕ район çыннисене, хамăрăн абонентсене çывхарса килекен Çĕнĕ Çул ячĕпе саламлатăп! 2014 çулта пурне те палăртнă тĕллевсене пурнăçлама çирĕп сывлăх, çĕнĕ вăй-хăват, савăк кăмăл-туйăм, телейлĕ пурнăç сунатăп!

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика