АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле тумалли ĕçсене палăртнă

11 декабря 2013 г.

Пĕрле тумалли ĕçсене палăртнă

Вăрмар район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов РФ Суд приставĕсен Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмар районĕнчи суд приставĕсен уйрăмĕн ĕçченĕсемпе ирттернĕ канашлура тĕп ыйту - коррупцие хирĕç кĕрешесси пулнă.

Геннадий Иринархович чи малтанах коррупцие хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм Тĕнчери кунăн историйĕпе кĕскен паллаштарнă. Çавăн пекех «Коррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен» федераллă саккунăн тĕп пулăмĕсемпе паллаштарнă.

2013 çулхи çак вăхăт тĕлне право йĕркине сыхлакан тата тĕрĕслекен органсен ĕçне тишкерсе 19 тĕрĕслев ирттернĕ, çавна май саккуна пăснă 91 пулăм тупса палăртнă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн суд ĕçченĕсем 32 çынна дисциплинарлă, должноçри 3 çынна административлă, 1 çынна уголовлă явап тыттарнă.

Коррупцие хирĕç кĕрешесси пысăк вырăн йышăнать. Суд приставĕсене ку енĕпе анлăрах ĕçлемеллине те каларĕ Г.Демьянов. Патшалăх тата ытти службăсенче ĕçлекенсен сĕтев (взятка) илме юраманни, енчен те, сĕтев сĕнчĕç пулсан, кун пирки яваплă органсене тÿрремĕнех пĕлтермеллине каларĕ. Суд приставĕсен уйрăм çынсемпе калаçнă чухне уйрăмах тимлĕ пулмалли, вĕсенчен сĕтев илме юраманни çинчен те пулчĕ калаçу. «Енчен те сире сĕтев сĕнеççĕ пулсан, сирĕн тÿрремĕнех çакăн пирки прокуратура е тата ытти яваплă органсене пĕлтермелле», - терĕ Г.Демьянов хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. Вăрмар районĕнчи суд приставĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ А.Воробьев та коррупцие хирĕç кĕрешессипе ирттермелли мероприятисен планне палăртрĕ. Унпа килĕшÿллĕн туса ирттермелли ĕçсем питĕ анлă. Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче коррупципе çыхăннă ĕçсене тупса палăртни пирĕн тăрăхра та сыхă пулма, саккуна пур енлĕн пурнăçлама хистет. Çак тĕлĕшпе район прокуратури пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерет, çакна çÿлерех асăннă цифрăсем те çирĕплетеççĕ. Сĕтев илнипе малаллах каяймăн - саккун умĕнче çавах явап тытма тивĕ. Çакна пур яваплă çынсен те яланах асра тытасчĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика