11 декабря 2013 г.
Вĕсем мĕнле лару-тăрура ÿсни, мĕнле воспитани илни обществăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Çемье вăл - кил ăшши, анчах ĕçлекен ашшĕ-амăшĕ яланах ачисемпе пулаймасть, çавăнпа та ача-пăча сачĕсем тăвасси питĕ палăртуллă вырăн йышăнать. Вăрмар поселокĕнче çĕнĕ ача-пăча сачĕ тăвасси пирки ыйтăва пĕр хут кăна мар çĕкленĕччĕ. Ĕç вырăнтан тапранчĕ. Электронлă формăпа ирттернĕ уçă аукционта «Урмарская» КСО акционерсен хупă обществи Вăрмар поселокĕнче 145 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тума тендер выляса илнĕ.
Строительство ĕçĕсем пурнăçламалли вырăнта халĕ хатĕрленÿ ĕçĕсем пуçланă - вăхăтлăха çутă паракан мачтăсене вырнаçтарнă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ А.Тихонов, строительствăпа обществăлла инфратытăм аталанăвĕн архитектор-эксперчĕ Н.Иванова çĕнĕ объектра пуçланнă ĕçсемпе паллашнă. Çак ача сачĕ районти нумай ашшĕ-амăшĕшĕн чăн-чăнах пысăк парне пулĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА