АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни килте «Хĕрлĕ ялав» пултăр

07 декабря 2013 г.

Кашни килте «Хĕрлĕ ялав» пултăр

тесе тăрăшаççĕ «Раççей Почти» федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн районти почта çыхăнăвĕн Чупайĕнчи почта уйрăмĕн пуçлăхĕ Т.Егорова, В.Сорокина, Л.Моисеева, Е.Александрова почтальонсем. Вĕсем кашни çырăнтару тапхăрĕнче Чупай, Патти, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журнал чылай çырăнтарма тăрăшаççĕ. Асăннă почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнтарассипе активлă ĕçлесе пырать, палăртнă плана вĕсем 105 процент пурнăçланă.

Район хаçатне çырăнтарассипе ытти почта çыхăнăвĕсемпе танлаштарсан вĕсем малтисен ретĕнче. Виçĕ яла çыхăнтарса тăракан почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçне пур яваплăхпа, тăрăшулăхпа пурнăçласа пыраççĕ. Сăмахран Патти ялнех илер-ха. Вырăс ялĕнче те «Хĕрлĕ ялава» кăмăлласа вулаççĕ, çырăнаççĕ. Хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе кунта В.Сорокина почтальон пысăк тăрăшулăх кăтартать. Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнчи Е.Александрова почтальон та район хыпарçине кашни çырăнтару кампанийĕнче ытларах та ытларах çырăнтарма тăрăшать. Л.Моисеева Чупай ялĕнче пурăнакансене хаçат-журналпа вăхăтра тивĕçтерессишĕн, район хаçатне вулакансен йышĕ ÿссех пытăр тесе тăрăшать. Асăннă почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче «Хĕрлĕ ялава» çитес çулхи çур çулшăн 136 çын çырăннă, çак ĕç малалла пырать. Шăрăх-и, сивĕ-и, çил-тăман-и - нимĕнле çанталăка пăхмасăр кашни киле хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ почтальонсем. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ малашне те халăха ырлăх кÿтĕр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика