07 декабря 2013 г.

Икĕ çул каялла Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Юрий Порфирьевич Архипов тренера 60 çул тултарнă ятпа ачисемпе тус-юлташĕсем чаплă парне пама шутларĕç. Юбилей ячĕпе ăна Мускавран 5 çулхи вăйлă чупакан ăратлă «Монарх» ятлă урхамах илсе килсе парнелерĕç.
Çапла вара Юрий Порфирьевич çăмăл атлетсен тренерĕ кăна мар, лаша спорчĕн тренерĕ те пулса тăчĕ. Çамрăк урхамахпа тренировкăсем тăтăшах ирттерет, ăмăртусене хатĕрлет. «2011 çулта Çĕнĕ Шупашкарта Физкультурник кунĕ ячĕпе лаша спорчĕн ăмăртăвĕ пулчĕ. Пуçласа хутшăнтăм. 1 километр та 600 метра чуптарса тăваттăмĕш вырăн йышăнтăм», - каласа парать Юрий Порфирьевич.
Тепĕр çулхине август уйăхĕнче Тутарстанăн тĕп хулинче - Хусанта Хула кунне уявланă. Паллах, лаша чуптармасăр пулман вăл. Пирĕн ентеш «Монарх» рысакпа унта хутшăнать. Хулари ипподромра ăмăртса улттăмĕш вырăна тухать. Çав çулхине Патăрьел районĕн Акатуйĕнче малтисен ретне йышăнать.
Кăçалхи кăтартусемпе Ю.Архипов уйрăмах кăмăллă. Май уйăхĕнче Патăрьелĕнче Пыркина асăнса лаша спорчĕн ăмăртăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче пирĕн ентеш иккĕмĕш пулнă. Патăрьел районĕн Акатуйĕнче те вăл иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Август уйăхĕнче Хусана лаша спортне кăмăллакансем пухăннă. Çивĕч кĕрешÿре «Монарх» пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Патăрьел районĕнчи «Хĕвеллĕ» уçланкăра ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри лаша спорчĕн ăмăртăвĕсем тата Шăнкăртам ялĕн Сапантуйĕ халĕ те ун асĕнчех-ха. Тупăшăва Чăваш Енри, Тутар, Мари, Пушкăрт республикисенчи, Чĕмпĕр тата Киров облаçĕсенчи, Германири 40 юлан утçă хутшăннă. Ипподромра çивĕч кĕрешÿ пынă. Вăрмар районĕнчен пынă Ю.Архипов та çухалса кайман. Тĕп парнене - автомашинăна - Киров облаçĕнчи Вятские Поляны хулинчи Владимир Семенов çĕнсе илнĕ пулсан, пирĕн ентеш виççĕмĕш вырăн йышăннă - лайăх кăтарту.
Халĕ Ю.Архиповăн икĕ лаша. Тепĕрне - 4 çулхи «Фантазера» Патăрьелсем парнеленĕ. Ăна та ăмăртусене хутшăнтарма хатĕрлет.
«Çитес çулхи февраль уйăхĕнче Сочире хĕллехи Олимпиада уçăлать. «Олимп вăййисем олимпиецсемшĕн çеç мар, девизпа хавхаланса çĕнĕ çитĕнÿсемшĕн кĕрешме тĕллев лартрăм», - пĕлтерет Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Юрий Порфирьевич Архипов.
Районти физкультурăпа спорт комитетне 12 çул ăнăçлă ертсе пынă М.Семенов, Ю.Архиповăн спортри çывăх юлташĕ пулнă май, лаша спорчĕпе тăтăшах кăсăкланать. Лаша çулталăкĕнче çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Çитес çул та çил пек вĕçтерекен урхамахпа малти вырăнсене йышăнмаллах пултăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А. ХОВАНСКИЙ