07 декабря 2013 г.
Кашни çулах декабрĕн 9-мĕшĕнче Коррупцие хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм Тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Çак кун 2003 çулта Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ (ООН) коррупцие хирĕç кĕрешмелли Конвенцие алă пуснă. Унăн тĕллевĕ - коррупцие чармалли тата ăна хирĕç кĕрешмелли мерăсене çирĕплетесси. Пĕтĕм Тĕнчери документа 100 патшалăх алă пуснă, çав шутра Раççей те.
Раççейре çак Конвенци 2006 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Раççей законодательствине Пĕтĕм тĕнчери стандартсемпе шайлаштарас тĕллевпе 2008 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче федераллă саккунсем йышăннă. «Коррупцие хирĕç кĕрешесси», «Коррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен» федераллă саккуна йышăннипе çыхăннă улшăнусем кĕртесси çинчен» федераллă саккунсем. Çавăн пекех 2012 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче «Патшалăх должноçĕсене йышăнакан тата ытти çынсен расхучĕсем вĕсен тупăшĕпе килĕшсе тăнине контрольлесе тăрасси çинчен» федераллă саккуна йышăннă.
Асăннă Федераллă саккунсем патшалăх (муниципаллă) должноçсене йышăнакан патшалăх (муниципаллă) служащисен прависене, тивĕçĕсене, мĕн юраманнине палăртнă. Патшалăх тата муниципаллă служащисен хăйсен, мăшăрĕсен, çул çитмен ачисен тупăшĕсем, тăкакĕсем, харпăрлăхĕ çинчен калакан сведенисене кăтартмалла.
Патшалăх тата муниципаллă служащисене ĕçрен хăтармалли çĕнĕлĕх кĕртнĕ – шанчăка çухатнă пирки. Çакăн пек айăплав çынсен интересĕсемпе çыхăннă хирĕç-тăрусене чарассипе тата майлаштарассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнманнишĕн, тупăш çинчен калакан сведенисем тăратманшăн е тулли мар, суя сведенисем тăратнăшăн, коррупцие явăçтарни çинчен пĕлтерменшĕн пулма пултарать. Çавăн пекех патшалăх (муниципаллă) служащисене предпринимательлĕх ĕçĕпе ĕçленĕшĕн, тÿлевлĕ майпа коммерци организацийĕн управлени органĕсен ĕçĕнче хутшăннăшăн ĕçрен кăларма пултараççĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн нормăпа право акчĕсемпе вĕсен проекчĕсене коррупцие хирĕç экспертиза ирттерессине йĕркеленĕ.
Пĕтĕм Тĕнчери право, Пĕтĕм Тĕнчери килĕшÿсен нормисене тата Коррупцие хирĕç кĕрешекен федераллă саккуна пурнăçласа район прокуратури асăннă сферăра саккуна пурнăçланине тĕрĕслессипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнать. Çак тĕллевпе 2013 çулхи хальхи вăхăт тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх, право йĕркине сыхлакан тата тĕрĕслекен органсен ĕçне тишкерсе 19 тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче саккуна пăснă 91 пулăм тупса палăртнă, вĕсенчен 41-шĕ – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормативлă право акчĕсене хирĕçлени, район судне 11 исклă заявлени, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ячĕпе 35 представлени тăратнă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн 32 çынна дисциплинарлă, должноçри 3 çынна административлă, 1 çынна уголовлă явап тыттарнă.
Нормативлă право акчĕсене тата вĕсен акчĕсен проекчĕсене коррупцие хирĕç экспертиза витĕр кăларас ĕçре саккуна пăснă çитменлĕхсене тупса палăртассипе район прокуратури 5 хирĕçлев тăратнă. Вĕсенчен виççĕшĕнче коррупципе çыхăннă факторсем пуррине кăтартнă. Район прокурорĕ кăтартнă çитменлĕхсене тÿрлетсе хăй тытăмлăх органĕсем нормăпа право акчĕсемпе вĕсен проекчĕсенчен саккуна хирĕçлекен нормăсемпе положенисене кăларнă.
Коррупцие хирĕç кĕрешекен саккуна еплерех пурнăçланине тĕрĕслессипе район прокуратури хăйĕн ĕçне малалла пурнăçлать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г. ДЕМЬЯНОВ