04 декабря 2013 г.

Çак кунсенче Энĕшпуç станцийĕнче пурăнакан анлă тавракурăмлă, çивĕч чĕлхеллĕ, пуян шухăш-кăмăллă 85 çулхи вăрман ĕç ветеранĕпе Клара Васильевна Симулинăпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
Калаçу нумая кайрĕ. Вăл чылай çул тивĕçлĕ канура, куçĕсем те çивĕчех мар пулин те лара-тăра пĕлмест, пуçа усмасăр кулленхи йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пырать. Ăна пурте-пурте кирлĕ. Кичемленсе ларма вăхăт çук.
К.Симулина 1928 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче Пăртас ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Василий Симулович Симулин, Матрена Даниловнăпа, мăшăрланса пĕр çулпа утнă. Вĕсем çичĕ ача пулнă. Ашшĕ, В.Симулин, фельдшер пункчĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Репрессине лексе вĕсен йышлă çемйи малтан Киров облаçне, унтан Тутар Республикине, кайран чăваш çĕршывĕнчи Элпуç ялне куçса килнĕ. Василий Симулович тăрăшнипе ялта фельдшер çурчĕ уçăлнă. Ăна сывлăха сыхлас ĕçре тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Ленин орденĕпе наградăланă. Амăшĕ, Матрена Даниловна, та çакăнтах санитар пулса ĕçленĕ. Вĕсен йăхĕнче 13 врач.
Клара Васильевнăн ачалăхĕ вăрçăпа çыхăннă. Вĕсен килĕнче эвакуаципе куçса килнисем йышлăн пурăннă. Халăх ял хĕрринче окоп чавнă. Вун виçĕ çулхи хĕр ача вĕсем валли пысăк хуранпа апат пĕçерсе пулăшнă. Кунне икĕ хут - ирхине тата каçпала пĕçерме тивнĕ. Элпуç ялĕнчи шкулта çав вăхăтра салтаксем те пулнă. Йывăр аманса вилнĕ салтаксене ял масарне пытарнă. Ку К.Симулина пурнăçĕнче чăнахах та тарăн йĕр хăварнă.
1944 çулта çутă ĕмĕтлĕ хĕр ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухса алла свидетельство илет. Унтан Улатăрти вăрман хуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. 1947 çулта диплом илсен ăна Канашри вăрман хуçалăхне пахчаçă пулса ĕçлеме яраççĕ. 1952 çулта Энĕшпуçĕнчи лесничествăна куçараççĕ. Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен специалиста лесничин çумĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Кунта çав вăхăтра Е.Гермогенов, унтан Е.Фомичев лесничий пулса ĕçленĕ. 1957 çулта, И.Тарасов ĕçлеме киличчен, К.Симулина лесничествăн ертÿçи пулса ĕçлет. Энĕшпуç вăрман хуçалăхне çав вăхăтра Кавал, Тикаш, Шăхаль, Мăнçырма, Кĕтеснер, Арапуç, Йăнтăрчă, Пуянкасси, Урнар, Тюлькой, Пăртас ялĕсем çывăхĕнчи вăрмансем те кĕнĕ. Лесничествăн пекарня, столовăй, виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер, лавкка, 12 лаша пулнă. 30 яхăн лесник вăй хунă. Клара Васильевна пултарулăхне ĕçпе çирĕплетсе кăтартнă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăрман ăсти район тавралăхĕнче пин-пин йывăç хунавĕсем лартассине йĕркелесе пынă. Халĕ ÿссе çитĕннĕ вăрман çилпе шавлать, халăха илемĕпе илĕртет. Вăрман ĕç ветеранĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденне илме тивĕç пулнă П.Сарапаев тракториста ырă сăмахсемпе аса илет, унăн тÿпи çак ĕçре пысăк пулнине палăртать. Вăрман хуçалăхĕ кулленхи ĕçе туса пынă: патшалăх планĕпе вăрман касса кăларнă, халăха вут-шанкăпа тивĕçтернĕ, пуян вăрманăн мăйри-çырлине, кăмпине, юман йĕкелне пуçтарса хатĕрленĕ, вăрмана тимлĕн сыхласа йĕркесĕрлĕхе пăсакансене саккунлă йĕркепе айăпланă. К.Симулина обществăлла ĕçе активлă хутшăннă, парти организацин секретарĕ, райком членĕ пулнă. 1971 çулта хисеплĕ вăрманçă инвалид пулса пенсие тухнă. Ăна тĕрлĕ Хисеп хучĕсем тата медальсем парса чыс тунă.
1954 çулта Клара Васильевна Виталий Алексеевич Руссковпа пĕрлешсе икĕ хĕр ачана кун çути панă, ăса вĕрентнĕ. Кил-йыш пуçĕ Энĕшпуçĕнчи кирпĕч цехĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ. Малтанах çамрăк мăшăр ялта мăшăрĕн тĕп килĕнче пурăннă. 1957 çулта пушарта кил-çурт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Ирĕксĕрех вĕсен лесничин çуртĕнче пурăнма тивнĕ. Ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. 1959 çулта çурт вырăнĕ илсе вĕсем мăшăрĕпе чукун çул станцинче вăрман çумне кирпĕч пÿрт лартнă. Ачисем ÿссе пурнăç çулĕ çине тăнă. Аслă хĕрĕ, Людмила Витальевна, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренсе пĕтернĕ, халĕ врач пулса ĕçлет. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ЧР сывлăха сыхлас ĕç министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулнă. Хăйĕн мăшăрĕпе, В.Шмелевпа, пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Кĕçĕнни, Татьяна Витальевна, Красноярскри суту-илÿ институтне пĕтерсе халĕ «Шупашкар» универмагăн директор çумĕ пулса ĕçлет, мăшăрĕпе, А.Егоровпа икĕ ывăл ÿстернĕ. Вĕсен пĕр мăнук çитĕнет.
Хĕрĕсем Шупашкарта çемйисемпе тĕпленнĕ. Ачисем амăшне манмаççĕ. Хĕрĕсем киле килсен хăйсене лайăх пăхса ÿстернĕшĕн тав тăваççĕ. Чылайранпа мăшăрсăр пурăнакан К.Симулина хисеплĕ ветеран тăван кил ăшшине вĕсемшĕн упрать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.КРИКОВ.