04 декабря 2013 г.
Районти тĕп библиотекăна поселокри çынсем йышлăн çÿреççĕ. Час-часах кунта çÿрекенсем хаçат-журналсемпе, тĕрлĕрен информаципе усă курма пултараççĕ.
Паянхи куна библиотекăна 4 пине яхăн вулакан çÿрет. Вăтам çулхисен йышĕнчи вулакансем, вĕсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем, пурнăçпа телей, юрату çинчен çырнă романсем вулаççĕ. Арçынсем вара ытларах детектив жанрĕпе çырнă кĕнекесемпе кăсăкланаççĕ. Аслăрах çултисем ĕлĕкхи пурнăç, хальхи политиксем çинчен çырнă тата чăваш çыравçисен çĕнĕ кĕнекисене кăмăллаççĕ. Кунне миçе çын кĕрсе тухмасть-ши библиотекăна;
Апла пулин те хăш-пĕр вулакансем библиотекăна пĕрре килеççĕ те, хăйсем кĕнеке илнине мансах каяççĕ, темиçе çул хушши килте тытса усраççĕ. Кун пек вулакансем патне телефонпа та шăнкăравлатпăр, аса илтеретпĕр, анчах вĕсен йышĕ чакасшăн мар. Çак статьяна вуласа тухнă хыççăн, кашниех хăвăр килти кĕнекесене пăхса илĕр-ха, библиотека штампĕпе кĕнекесем çук-и; Тен, хăвăр, сирĕн çывăх çынсем, сирĕн шкултан вĕренсе тухнă, хулана тухса кайнă ачасем кĕнекесене пире тавăрса пама манман-и; Библиотека тĕлне манса кайнă пулсан, аса илтерер-ха: эпир Мир урамĕнче, 8 çуртра вырнаçнă. Декабрьте кĕнекесене каялла тавăрса памалли уйăхлăх иртет. Ку уйăхлăха активлă хутшăнасса шанатпăр!
Эпир, библиотека ĕçченĕсем, кашни вулакана хапăл туса кĕтетпĕр!
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.КОРЫТНИКОВА, библиотекарь.