04 декабря 2013 г.
.jpg)
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Совет халăхĕн асĕнче ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр хăварчĕ. Çав хăрушă та тискер тапхăр тăванпа тăвана, пĕр-пĕрне юратакансене, тус-юлташпа хурăнташа яланлăхах уйăрчĕ. Тăван çĕршыва кисретсе çĕмĕрчĕ, кăкласа çунтарчĕ. Совет халăхĕ фашистла Германие çапса аркатни 69 çул çитсе пырать пулин те çакăн çинчен никам та манман. Манайĕ-ши; Суранĕ ытла тарăн пулнипе ăна сипленме пĕр ĕмĕр çеç çитеймĕ. Чĕрери ырату ăруран ăрăва куçать. Вăрçă хирĕнче çапăçнисем, тылра кĕрешнисем çулсерен пирĕнтен уйрăлса пыраççĕ.
Ветерансен йышĕ чакнине май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунне уявланă чухне куратăн. Çак кун мĕн ыратнине манса, юлашки вăя пухса ветеран хăйĕн пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ куна палăртма утать. Пултăр туяпа. Анчах кăкăр тулли медальпе орден çакнă салтак хăйĕн юлташĕсене, пĕрле çапăçнă каччăсене аса илсе мухтав монуменчĕ патĕнче тăратех.
«Ку манăн тивĕç», – тет 90 çула çитекен Владимир Терентьевич Терентьев вăрçă ветеранĕ куççуль витĕр. Унăн куççуль витĕр тухакан аса илĕвĕпе хамăрăн вулакана та паллаштарар-ха.
В.Терентьев Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ те çакăнтах иртнĕ. Хресчен ачи мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕнсе çитĕнет. Çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсассăн малалла вĕренме шутлать. Мĕн ачаранах аслă пĕлÿллĕ пулма ĕмĕтленнĕ. 1939 çулта Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Кунта хăйĕн пулас мăшăрĕпе пĕрлех ăс пухнă. Ун чухне кун пирки тавçăрман та ĕнтĕ. Пурнăçра мĕн пулассине пĕлетĕн-и вара? Вăрçă пуçланасси çинчен никам та шухăшламан. Училищĕре вĕренекен яшсемпе пикесем умра çутă малашлăх кăна курнă. Çук çав. Фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнине илтсен ÿт тăрăх сивĕ чупса иртнĕ. Пуçра пин тĕрлĕ шухăш çаврăннă, унчченхи ачалăх туйăмĕ тăруках çухалнă.
«Вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех Канаш районĕнчи колхозсене пулăшма яратчĕç. Çапла, педучилище студенчĕсем тырă та вырнă, çĕр улми те пуçтарнă. Окоп чавма та тивнĕ пире. Çумăр çăвать е шартлама сивĕ – хăраса тăман. Аннепе атте училищĕне вĕренме кĕнĕ ятпа кĕрĕк парнеленĕччĕ. Окоп чавма вĕр-çĕнĕскерне тăхăнса кайрăм вĕт. Çумăр çусах тăнă. Киле таврăнсан йĕп-йĕпе кĕрĕке кăмака çине сарса хутăм. Ирхине икĕ хут пĕчĕкленнĕ тума кĕреймерĕм те вара...
Вăрçа илсе кайни халĕ те куç умĕнчех. Чăваш чĕлхипе юлашки экзамен тытрăмăр та училище картишне пухăнтăмăр. Эпир, 18 çулхи яшсем, виççĕнччĕ, пирĕнпе тата икĕ вĕрентекене те ăсатрĕç. Канашран тÿрех Мари Республикинчи Суслонгер станцине çитерчĕç. Кунта салтаксене вăрçа хатĕрлекен пункт ĕçлетчĕ. Çамрăк, ĕнер-паян çула çитнĕ яшсене алла пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçма вĕрентнĕ. Кунта анне те, атте те çук. Малта – вăрçă. Вăрçă кĕрлекен çĕртен пуйăс тулли вакунсемпе таврăнатчĕ. Вĕсенче аманса пĕтнĕ салтаксем, ачасемпе хĕрарăмсем, ватăсем. Пирĕн çул Тула еннелле пулчĕ. 1943 çулта çапăçу хирне ура пусрăмăр. Хĕрлĕ Çарăн 61-мĕш армийĕн 1128-мĕш полкне лекрĕмĕр. Кунта мана минер ĕçне шанса пачĕç. Çĕрле уйсене мина хураттăмăр. Хăрушăччĕ. Халь-халь тăшман пулеметран шатăртаттарма пултаратчĕ-çке.
Тулăран пирĕн чаçе Курск пĕккине куçарчĕç. Кунта эпĕ отделени командирĕччĕ. Пирĕн тĕллев – хамăрăн чаçсем валли çул уçса парасси. Тăшман минисене тасатнă чухне миçе салтак çав минăсем çинчех сирпĕнмен-ши? Йĕри тавра ял та, хула та çукчĕ. Пĕр арканнă ялта çеç ватă пурăнатчĕ. Çĕр айĕнче хăйне валли «çурт» алтнăччĕ вăл. Урăх пĕр чĕрĕ чун та курман эпир унта.
Курск пĕккинче нимĕç пульли пĕрремĕш хут амантрĕ. Тÿрех Тула хулинчи госпитале леçрĕç. Кунта мана пуçласа наградăларĕç. Ас тăватăп-ха, кравать çинче выртнă чухне палатăна командирсем кĕрсе тăчĕç. Хам ята асăнсан пăлханса кайрăм. Мĕн сиксе тухнă-ши тетĕп? Ахалех пăшăрханнă мĕн. Кăкăр çине Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ çакрĕç ун чухне. Суран тÿрленейменнипе урăх вырăна сипленме ячĕç. Эпĕ Казахстанри Гурьев хулинче госпитальте выртрăм.
1944 çулта пирĕн пуйăс Украинăри Родаково станцинче чарăнчĕ. Украинăн 4-мĕш фронтне лекрĕм. Çак чаç малти ретре çапăçнă. Утнă çĕртех салтаксем виле-виле юлатчĕç. Тăшман пульли никама та шеллемен. Рогацки ялĕ патĕнче мана каллех амантрĕç. Çурăма пырса лекнĕ пуля татăкĕсем паянхи кунччен те манăн кĕлеткере «пытанаççĕ». Аманиччен связистсен отделенийĕнче тăраттăм. Калама çук йывăрччĕ. Ниме пăхмасăр татăлнă пралуксене сыпăнтармаллаччĕ. 1944 çулта, Крыма ирĕке кăларсан, пирĕн чаç вăхăтлăха унта тăнăччĕ. Çав çулах уйрăм салтаксене суйласа Беларуç фронтне, 370-мĕш артиллери полкне ячĕç. Пирĕн полк Берлинра Рейхстага илнĕ çĕрте те çапăçрĕ, çакăн хыççăн Бранденбургра тата виçĕ уйăх тăтăмăр. Çĕнтерÿ кунне нихăçан та манас çук. Эпир, совет салтакĕсем, çак хыпара илтсен, савăннипе йĕретпĕр, пĕр-пĕрне ыталаса çĕклетпĕр, хыттăн кăшкăратпăр. Çĕнтерÿ кунне чăтăмсăр кĕтнĕ совет халăхĕн савăнăçĕ вăл вăхăтра вĕçĕмсĕр пекех туйăнатчĕ.
Витебск хулинчен салтаксене килелле ăсатрĕç. Ноябрь уйăхĕнче Вăрмар станцийĕнче чарăннă пуйăсран антăм. Çавăнтах хамăр ял çынни тăрать-мĕн. Вăл мана лашапа яла илсе çитерчĕ. Вăрçă хыççăнхи ялăн лару-тăрăвне ăмсанаймăн. Кунта вăрçă хирĕнчи пекех кĕрешме тивнĕ. Тылри халăхăн фронта апат-çимĕçпе, тумтирпе тата тĕрлĕ хатĕрпе тивĕçтерме лекнĕ. Вăрçăран таврăннă çул мана юнашарти Шăхаль шкулне ĕçлеме ячĕç. Йĕлтĕр çине тăрса 5 çухрăм çÿреттĕм. 1946 çулта Тикашри шкула куçарчĕç. М.Кабаковăпа пĕрлешсен юнашарти Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнма тытăнтăмăр. Иксĕмĕр те вĕрентекенсем. Унти пуçламăш шкулта эпир 17 çул ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн кунта çĕнĕ шкул хăпартма тиврĕ. Унчченхи çурчĕ Кĕтне çыранне анса ларнăпа пĕрехчĕ. Вăл вăхăтра лаша та, машинăпа трактор та тупайман. Пĕренисене шыв тăрăх юхтарса антăмăр та тăватă класлă шкул туса хутăмăр. Çак тапхăрта куçăмсăр мелпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтертĕм. 1971 çулта мана Тикашри шкул директорĕ пулма шанчĕç. 1977 çулччен хамăн тивĕçе пурнăçларăм», – терĕ ветеран аса илĕвне вĕçленĕ май. Хăй шап-шурă çÿçне аллипе якатать. Эпĕ асăрхиччен часрах куççульне шăлса илет. Владимир Терентьевич çумне мăшăрĕ пырса ларать. Мария Васильевнăпа 67 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем. Пĕр-пĕрин чĕри ыратнине, кăмăлĕ хуçăлнине аякранах туяççĕ. Владимир Терентьевич мăшăрĕн пĕркеленнĕ аллине хыттăн чăмăртать. Унăн куçĕсем шухăшлăн таçта аяккалла пăхаççĕ...
Владимир Терентьевич Хĕрлĕ Çăлтăр, «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсене тивĕçнĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш ушкăн инваличĕ В.Терентьев декабрĕн 24-мĕшĕнче 90 çул тултарать. Патшалăх паянхи кун пысăк тимлĕх уйăрнăшăн чунтанах тав тăваççĕ Мария Васильевнăпа Владимир Терентьевич.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Л.ЛЕНСКАЯ. Тикаш ялe.