АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен программи ĕçлет

04 декабря 2013 г.

Хальхи вăхăтра шкултан вĕренсе тухакана ĕçе вырнаçма пĕртте çăмăл мар. Ĕç сĕнекенсем ытларах чухне опытлă çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтереççĕ. Мĕн тумалла-ха çамрăкăн?

Професси паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакан çамрăксене пулăшас тĕллевпе Вăрмар районĕн ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ ĕçсĕр 18-20 çулти граждансене, вĕсем пирвайхи хут ĕç шыраççĕ тата опыт çук пулсан, вăхăтлăх ĕçе вырнаçма йĕркелекен программăна хутшăнма сĕнеççĕ.

Çак программăн тĕллевĕ: ĕçпе тивĕçтерекен центрта регистрациленнĕ çамрăксене ĕçе вырнаçма майсем туса парасси, професси пĕлĕвĕ илме, хăнăхупа пултараслăха ÿстерме пулăшасси, программа вĕçленсен е вĕçленичченех, май килсен, пĕр-пĕр предприятире яланлăха ĕçе вырнаçтарасси.

18-20 çулти ĕçсĕр граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтармалли йĕркепе патшалăх пулăшăвне пуçламăш тата вăтам професси паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчен пĕлÿ илсе тухнă, ĕçсĕр тесе йышăннă 18-20 çулти çамрăксем, вĕсем пирвайхи хут ĕç шыраççĕ тата ăна тупасси ансат мар пулсан, тивĕçеççĕ.

Патшалăх пулăшăвне тивĕçес тесен ĕçпе тивĕçтерекен центра18-20 çулти çамрăкăн хăйĕн пымалла та ятарлă бланк çине ыйтса çырмалла е патшалăх пулăшăвне паракан центр сĕнĕвĕпе хăй килĕшнине çырса пĕлтермелле.

2013 çул пуçламăшĕнчен Вăрмар районĕнче 18-20 çулти 5 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Ecпе тивecтерекен центр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика