04 декабря 2013 г.

Поселок урамĕсемпе час-часах илемлĕ мăшăр утса пынине сăнама тÿр килет. Апат вăхăтĕнче-и, ĕç хыççăн-и – вĕсем яланах пĕрле. Ку вăл Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ, çемье çавăрса пĕрлешнĕ Татьянăпа Юрий Ивановсен çемйи иккен.
Ивановсем 2003 çултан пуçласа районта предпринимательлĕх ĕçне йĕркелесе пыраççĕ. Чи малтанах райпон Универмагĕнче 8 тăваткал метр лаптăк арендăна илсе кулленех йăлара кирлĕ техника сутассинчен пуçланă вĕсем хăйсен ĕçне. Акă аталанса вăй илнĕ май Татьяна Петровнăпа Юрий Иванович поселокра 3 хутлă суту-илÿ çурчĕ хăпартса лартма пултарчĕç. Мăшăрĕн ячĕпе ăна «Татьяна» ят пама йышăнчĕç. Вăл шăпах кăçал районти тĕп площадьре Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа иртнĕ савăнăçлă уяв вăхăтĕнче уçăлнăччĕ. Паянхи кун суту-илÿ çуртĕнче нумай тĕрлĕ тавар туянма пулать. Çемçе кресло-дивансем, сĕтел-пукан, краватьсем, ача-пăча валли теттесем, йăлара кирлĕ инструментсем, кулленех усă курмалли таварсем, паянхи йышши тĕрлĕ техника, текстиль тата ытти те пур «Татьянăра». Çĕнĕ Çул уявĕ тĕлне кунта таварсене 15 процент таранччен йÿнĕрех туянма май пур. Татьянăпа Юрий Ивановсем 10 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Сутуçăсем те Ивановсем патĕнче чылай çул килĕштерсе ĕçлеççĕ. Вăрмар поселокĕнче суту-илÿ çурчĕ хăпартнисĕр пуçне тăван Пинер ялĕнче те çĕнĕ лавкка туса лартнă. Ăна хальлĕхе уçман-ха, кунта малашне çĕвĕ цехĕ те хута ярасшăн вĕсем. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçса кунта ĕç тумĕсем, вырăн таврашĕсем çĕлеттерме палăртнă. Тĕрлĕ енĕпе ĕçлеççĕ Ивановсем.
Поселокра строительство материалĕсен складне тытса тăраççĕ. Кунта тĕрлĕ строительство материалĕсем туянма пулать.
Çавăн пекех çĕр çинче те ĕçлет пултаруллă мăшăр. Пинер ял тăрăхне кĕрекен 60 гектар çĕр çинче тĕш-тырă çитĕнтернĕ. Ялта пыл хурчĕсем те тытаççĕ çемйипе. Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ.
Татьяна Петровнăпа Юрий Иванович 22 çул пĕрле пурăнаççĕ, ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Асли, Ваня, Мускаври çыхăну университетĕнче 3 курсра, Анна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче 1 курсра вĕренеççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшне канмалли кунсенче, çуллахи вăхăтра яланах пулăшма васкаççĕ. Вăл чăнах та çапла ĕнтĕ - ашшĕ-амăшĕ ĕçре çитĕнÿ тунине курсан вĕсем патне татах та туртăнаççĕ, вĕсем пек пулма тăршаççĕ, ĕçлемесĕр, вăй хумасăр ÿсĕм пулма пултарайманнине ăнланаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.