АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă

04 декабря 2013 г.

Вăрмар район администрацийĕнче предприятисемпе организацисен, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе иртнĕ планеркăра районăн экономика аталанăвĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç. Ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ.

Иртнĕ эрнере туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май Константин Владимирович район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен 5-мĕш созыври 30-мĕш ларăвĕнче 2014, планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенче Вăрмар район бюджетне депутатсем пĕр саслăн пулса йышăннине палăртрĕ. Çакна палăртмалла: район бюджечĕ йывăррăн тулса пырать, çавна май районти экономика отрасльне май пур таран аталантарма тăрăшмаллине каларĕ К.Никитин. Инфратытăм аталанăвĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ вăл. Кунта поселокри Крупская урамра çурт-йĕр хăпартнипе пĕрлех çитес вăхăтра 145 ача вырнаçмалăх капмар та хăтлă ача сачĕ тума пуçлассипе те пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçлама тытăнмалли çинчен те пычĕ калаçу. Унсăр пуçне поселокри стадиона та реконструкцилессипе проектпа смета документацисем хатĕрлес ĕçе йĕркелемеллине палăртнă.

Районти оперативлă лару-тăрупа РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ И.Константинов паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, иртнĕ эрнере муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмра 55 заявленипе пĕлтерÿ регистрациленĕ. Вĕсенчен вăрлассипе - 2, хулиганла ĕç тунипе - 1, влаç органĕн тытăмĕнче ĕçлекене киревсĕр сăмахсемпе кÿрентернипе 1 тĕслĕх шута илнĕ. Юлашки вăхăтра çынсем наркотиксемпе усă курасси ÿссех пыни çинчен те чарăнса тăчĕ Игорь Геннадьевич. Республикăра виçĕ пин ытла çын çак чиртен сипленет. Пирĕн районта наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе 5 тĕслĕх тупса палăртнă. Çавна май ку енĕпе Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ.

Райадминистрацин экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова районăн кăçалхи 10 уйăхри экономика аталанăвĕпе тата социаллă пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Вăл экономикăн кашни отраслĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кăçалхи 10 уйăхра районти пур категориллĕ предприятисемпе организацисем хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукцин тиесе ăсатнă калăпăшĕ 235 миллион тенкĕпе танлашать, çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 117,7 процент.

«Светлана», «Вăрмарти çĕвĕ фабрики «ОВАС», «ОВАС–СПОРТ», «АЛТЭЦЦА» тулли мар яваплă обществăсем, «ДОКРос» акционерсен хупă обществи кăçалхи 10 уйăхра чи ăнăçлă ĕçлесе пынă предприятисем. Строительство отраслĕнче те кăтартусем курăмлă, çак тапхăрта 12 пин те 103 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.

ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ В.Ляшенко призыва çÿллĕ шайра ирттерес енĕпе чылай ĕçсем туса ирттерни çинчен каларĕ. Вăл çавăн пекех Раççей çарĕнче службăра тăман граждансем 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх службинче ĕçлейменнине палăртрĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика