АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне

30 ноября 2013 г.

«Анне» тесен кашнин чĕри хыттăн тапма тытăнать пулĕ тетĕп. Çакă çутă тĕнчере пурăннишĕн, кашни кунах сар хĕвел ăшшипе киленнишĕн паллах пирĕн пурин те аннесене тав тумалла.

Энĕшпуçĕнчи «Асамат кĕперĕ» ача садĕнче çак уява тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕç. Амăшĕсене уяв ячĕпе саламласа хаçатсем кăларчĕç, тĕрлĕ куравсем ирттерчĕç. Уйрăмах «Аннесен телейĕ» курав килĕшрĕ. Унта тĕрлĕ интереслĕ ÿкерчĕксем пухăнчĕç. Уяв ячĕпе утренниксем иртрĕç. Мĕн тĕрлĕ ташă-юрă, сăвă янăрамарĕ-ши амăшĕсен ячĕпе. Юрă-ташă ăсти Н.Игнатьева тата воспитательсем ачасене аталантарас тĕллĕвпе тĕрлĕрен интереслĕ вăйăсем выляттарчĕç. Вăйăсене ачасем амăшĕсемпе пĕрле вылярĕç. Амăшĕсен куçĕсем чăнах та савăнăçпа çиçрĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: О.АЛЕКСЕЕВА, воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика