30 ноября 2013 г.
ЧР ШĔМĕн следстви управленийĕ Шупашкарти пĕр предприятин директорĕн çумĕ тата тепĕр акционерсен хупă обществин директорĕ (вĕсем пурте коммуналлă службăсемпе çыхăннă) тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда тăратнă.
Сăмах пысăк укçа пирки. Следстви шучĕпе иккĕшĕ каварлă килĕшÿ тунă. Ун тăрăх пĕрремĕшĕ иккĕмĕш организацие 14,3 млн тенкĕлĕх оборудовани илсе килсе вырнаçтарма, 1,2 млн тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçлама шантарнă, анчах ĕçсене пурнăçламан, çакна экспертсем çирĕплетнĕ. Саккунсăр пурнăçланă ĕçе пула çÿлерех асăннă пĕр предприяти 9,3 млн тенкелĕх тăкак курнă.
Источник: "Урмарская районная газета"