30 ноября 2013 г.
.jpg)
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 7 «а» класра ăс пухакан Юлия Михайлова 5-мĕш класа çÿренĕ чухнех шашкăлла, 6-мĕш класра шахматла выляма вĕреннĕ. Хăйĕн спортри ăсталăхне туптасах пынă. Шкулта ирттернĕ ăмăртусенче яланах призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Октябрь уйăхĕнче шашкăлла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту ирттернĕ. Тупăшăва шкулсенчи чи пултаруллă 9 хĕр ача хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре пурне те çĕнтерсе Юля пĕрремĕш вырăн йышăннă, республикăри ăмăртăва хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.
Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарти çамрăксен «Маяк» спорт клубĕнче 13 çула çитичченхи хĕр ачасем хушшинче шашкăлла хăвăрт выляс енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăрту ирттернĕ. Унта Юля та хутшăннă, иккĕмĕш вырăна тухнă. Çамрăк спортсменкăн çитĕнĕвĕнче унăн тренерĕн О.Вакин спорт мастерĕн тÿпи уйрăмах пысăк.
Спортпа туслă пулни Юльăна вĕренÿре те пулăшать. Вăл шкулти физика олимпиадинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.